Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫакна асӑрхаттармасӑр иртме ҫук: ман шутпа, Чапаев хӑйсен ирӗкӗпе фронта пынӑ тӑватӑ ҫынна дивизие илесшӗн мар пулни, паттӑр начдив кӑмӑлӗпе килӗшсе тӑмасть.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Ним тума, ним калама аптӑраса ӳкнӗ Санюк: — Ну, сана, Мари. Пӗр асӑрхаттармасӑр ҫакнашкал хӑнасене илсе килмелле-и киле? — терӗ.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнтах ӑна асӑрхаттармасӑр та чӑтаймарӗ:
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай ҫамрӑк та мар ӗнтӗ, хӑй ҫынсене вӗрентмелӗх пулнӑ, амӑшӗ ӑна ҫапах асӑрхаттармасӑр чӑтаймарӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ман шутпа, Павлуш эпӗ асӑрхаттармасӑр та ӑнланӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫавӑнпа та ҫурт патне асӑрхаттармасӑр пырасси ҫӑмӑл ӗҫ мар.И подойти к дому незамеченными было весьма нелегкой задачей.
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Илья Артамоновшӑн тепӗр чухне хула ҫыннисем хӑй ҫине тӑшманла пӑхма пӑрахнӑ пек туйӑннӑ; Дрёмов ҫыннисем ун умӗнче сума суса картузӗсене хывнӑ, вӑл Ратский княҫсем ҫинчен каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫапах та кам та пулин, ялан тенӗ пекех, ун сӑмахӗсене мӗн пирки те пулин мӑнкӑмӑлланса асӑрхаттармасӑр ирттерсе яман:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Асӑрхаттармасӑр килсе кӗнӗшӗн йывӑра илмерӗ вӑл вӗсене.Не выказав неудовольствия, что ворвались без предупреждения.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ ӑна ҫавӑн ҫинчен асӑрхаттармасӑр чӑтаймарӑм.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхсан, фотоаппаратпа пӗр асӑрхаттармасӑр ҫапса илнӗ сӑнӳкерчӗк ҫинчи пекех, вӑл хӑйӗн сӑнне курчӗ.Он сам, и в Городцове, как на фотоснимке, сделанном без предупреждения, видел Воропаев самого себя.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Смольнӑй Буяна унӑн хӑйӗн кайни усӑллӑ пулас ҫук: малтанах асӑрхаттармасӑр унта вӑл никама та тӗл пулаймӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Батальон икке уйӑрӑлса, инҫетрен ҫавӑрӑнса пырса, тӑшман хыҫне пырса тухрӗ те, нимӗн асӑрхаттармасӑр «урра» кӑшкӑрса, вокзала кӗрсе кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юс юр айне чӑмрӗ, юр айӗпе пырса ним асӑрхаттармасӑр тунката ҫине хӑпарса ларчӗ.Горностай нырнул в снег, пробежал под ним и бесшумно вскочил на пень.
Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.
Неушлӗ вӗсем ӗлӗк ӑнсӑртран ҫывӑх пулни ӑна нимӗн асӑрхаттармасӑр ун килне йӑтӑнса кӗме, хӑйне кунта ӗмӗрлӗхех юлма хатӗрленнӗ пек тыткалама тивӗҫ парать ӑна тесе шутлать вӑл?
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫав ҫулсенче никама асӑрхаттармасӑр пуйса кайнӑ та ӗнтӗ вӑл.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Сире тем пекех хисеплетӗп пулин те, ҫакна асӑрхаттармасӑр тӑма пултараймастӑп, — терӗ вӑл, Василиса Егоровна енне ҫавӑрӑнса.— При всем моем уважении к вам, — сказал он ей хладнокровно, — не могу не заметить.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
- 1