Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаттарасран (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл килсе ҫитиччен тарҫӑсем асӑрхаттарасран сыхланса мӗн пур мера йышӑннӑ ахӑр.

Однако перед ее приездом прислуга употребила все меры, чтобы избежать замечаний.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӳренӗвне пусарас йӳтӗмпе вӑл темӗн ӗнӗрлекелесе шыв хӗррине анчӗ, анчах Нок каллех асӑрхаттарасран шикленнӗрен пачах шӑпланчӗ.

Желая пересилить обиду, она спустилась к воде, тихо напевая что-то, но опасаясь нового замечания, умолкла совсем.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок тепре асӑрхаттарасран сыхланса руле ӗшеничченех тимлӗ тытса пырать, ҫыранӑн тӗксӗм кӳлепине куҫӗнчен вӗҫертмест.

Стараясь избежать новых замечаний Нока, она до утомления добросовестно водила рулем, не выпуская глазами темный завал берега.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Юргин умӗнче Лена вӑтанчӗ, анчах ытти командирсене курнӑ чухнехи евӗр аптраса ӳкмерӗ: вӑл хӑйне служба енчен асӑрхаттарасран яланах хӑрать.

Лена смутилась перед Юргиным, но не растерялась, что случалось с ней при встречах с командирами: она всегда боялась каких-либо замечаний по службе.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней