Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ассӑр ҫын ҫеҫ хӗрачана ҫын вырӑнне хумасть, хӗрача ҫуратакан амӑшне хисеплемест.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ассӑр этем темерӗн, мӗн туса хутӑм эпӗ?
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ассӑр япала!
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫук, нимӗҫсем мар, — терӗ Фатых, — урӑххисем тупӑнаҫҫӗ… ҫапла каларӗ пӗр ассӑр тутар.— Нет, не немцы, — сказал Фатых, — найдутся другие… так сказал один глупый татарин.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ассӑр хӑтланатӑн!
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ассӑр хавхаланӑшӑн, тискер сехерленӗвӗн, шӑнтса хытаракан сиввӗн, кулӑпа теветкеллӗхӗн вут-ҫулӑмлӑ юхӑмӗ килсе капланчӗ вара сасартӑк Ромашов ҫине.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫӗр варринче ҫӑва ҫине пӗр ассӑр кӗрекен паттӑр ҫук, ҫакӑн пек вӑхӑтра турра ӗненмен ҫын та кулма пултараймасть, — вӑл хӑй кулнинчен хӑй хӑранӑ пулӗччӗ.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1