Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗпе (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли, халӑх йӑлине тытса, аслашшӗпе асламӑшне: ҫӑмӑл пултӑр нӳр тӑпра, тесе асӑнать, пехил ыйтса тулли курка тӑкать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫав вӑхӑтрах эпӗр Тиллисен кил-йышӗ катӑлнине пӗлетпӗр: аслашшӗпе асламӑшӗ Тилли туйӗнче пулаймаҫҫӗ, — вӗсем ачин ачи туйӗччен, поэт сӑмахӗпе калас-тӑк, «тӗнӗсӗр пӳрт» туяннӑ, пӗри юман юпа айне, тепри ҫӑка юпа айне выртнӑ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Аслашшӗпе ашшӗшӗн ҫеҫ, сан аслаҫусемшӗн, килӗшрӗмӗр-ха ку ятпа.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем аслашшӗпе тата асламӑшӗпе — санӑн аҫу-аннӳпе пӗрле юлчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Антон аслашшӗпе пӗрле вите тӑррине витнине те пӗлет, шарламасть.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Аслашшӗпе мӑнукӗ, «ыйткалакансем» пулса, разведкӑна та каяҫҫӗ…

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Писатель кунта Хӗрлӗ Ҫара хӑйсен ирӗкӗпе пынӑ аслашшӗпе мӑнукӗ ҫинчен ҫырать, вӗсен кӗрешӳри паттӑрлӑхне сӑнласа кӑтартать.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫынсем, «аслашшӗпе мӑнукӗ» шӑкӑлтатса калаҫнине кура, самантрах уйрӑлса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Ачасене хӑйсен тӑван чӗлхине аслашшӗпе асламӑшӗн е кукашшӗпе кукамӑшӗн вӗрентмелле-и?

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Е вӑл кунӗ-кунӗпе сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрет, е хӑш-пӗр чух тата хӑпартланса, ҫӗкленсе каять те аслашшӗпе вӑрманти йывӑҫсем ҫинчен, вӗлле хурчӗсем ҫинчен спектакльти пекех илемлӗ калаҫать.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ваҫҫа (вӑл таврӑнни икӗ эрне ҫитрӗ ӗнтӗ) аслашшӗпе пӗрле халь ҫав утарта ӗҫлет.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Аслашшӗпе мӑнукӗ Герасим Федотовича иккӗшӗ те асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, анчах ӑна вӗсем сывлӑх та сунмарӗҫ, хӑйсем хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑвалла ҫул тытрӗҫ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аслашшӗпе асламӑшӗ ҫитӗнтернӗ Маринӑна, вӑл чипер те илӗртӳллӗ хӗр иккенне Герасим Федотович вунӑ ҫул каялла асӑрханӑччӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аслашшӗпе тата ытти ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫыхӑнтарса Аркаш ҫинчен икӗ-виҫӗ сӑмах ҫырма юрать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл аслашшӗпе ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта вӗсем пӗрре аслашшӗпе иккӗш пулнӑччӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑлӑх чӗчӗ ачи аслашшӗпе ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑкӑтра вӗсене ватӑ аслашшӗпе асламӑшӗ питӗ тарават кӗтсе илнӗччӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрҫӑра хӑйӗн ҫыннисене, уйрӑмах тутарсене нумай пӗтерчӗ пулин те Хусана илчӗ-илчех Иван Васильевич, аслашшӗпе ашшӗ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртрӗ.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире кӗтсех пурӑн, эпир ытла нумай ҫӳремӗпӗр, — терӗ вӑл аслашшӗпе темӗнччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней