Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асаппа (тĕпĕ: асап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑнӑҫсӑр, асаппа ӗҫлени — вӑхӑтна та, вӑйна та ним перекетлемесӗр пӗтерни ҫеҫ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйсен умӗнчен ҫын иртмессерен вӗсем, кӗлӗ сӑмахӗсене ӑнланмалла мар мӑкӑртатса, хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑхсӑхса илеҫҫӗ те выҫӑпа, асаппа типсе хӑрнӑ аллисене тӑсаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йывӑр асаппа ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ хӗрарӑма наҫилккапа йӑтса тухнӑ вӑхӑтра, залри халӑх ӑна шеллесе: — Эй, апӑрша-а! Хӑйне тӳсме ҫук йывӑр пулсан та, вилӗмӗпе чӑтӑмлӑн кӗрешсе, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ ним айӑпсӑр Кӗркурине тӗрме алӑкӗ умӗнчен сирсе ирӗке кӑларса хӑварчӗ вӗт, — терӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑвах пӗлетӗн ку йывӑҫсене мӗнле асаппа хатӗрленине!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Мӗнле асаппа пуҫтартӑмӑр та, ҫавӑн чухлӗ выльӑха Тукайпа Ковяжа парса хӑваратӑн апла?

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжскинче вӗсем асаппа та пулин ҫар хуранӗнчен апат ҫиме пултарчӗҫ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ах, мӗнле ҫитмелле-ши кун пек асаппа тӑван кӗтесе, пурнӑҫа мӗнле юсаса ямалла-ши?

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукай м-мӑрса, Тукай мӑрса, ман санпа калаҫмалли п-пурччӗ те, — сӑмах хушрӗ вӑл хӑш-пӗр сӑмах пуҫламӑшӗсене ҫав тери асаппа каласа.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Васса аппа; Халь хӑй выртать вӑл асаппа.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Питӗ асаппа куҫса килтӗмӗр эпир, тертленсе ҫурт-йӗр ҫавӑртӑмӑр.

Помоги переводом

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна илтсен Патирек ҫӳҫ-пуҫне тирпейлекелесе асаппа та пулин тӑрса ларчӗ, Эрнепи вара пачах та хускалмарӗ, пӳлме ҫумне таяннӑскер, юпа пек, ҫаплипех хытса тӑчӗ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Такам та вӗрлӗк тытмалла: мӗнле асаппа тиха ӳстертӗмӗр пулать те, вӑл ӑна мӑшкӑлласа илсе тухса каясшӑн.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Наукӑллӑ социализма алла илсе, ӑна пысӑк асаппа тертленсе вӗренсе, рабочи класа тата вӑл ҫӗнтерессе шанса, никам нихӑҫан кӗтмен пек кӗтме вӗренмен-им эпир?

Разве, овладев научным социализмом, выстрадав его, поверив в рабочий класс и его победу, мы не научились ждать так, как никто никогда не умел?

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Моряк вилӗм умӗнхи асаппа этемле мар сасӑ кӑларса йынӑшрӗ: куна сывӑ ҫыншӑн илтме те хӑрушӑ.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ҫав минутсенче хӗр хӑйӗн пурӑнӑҫӗ улшӑнмаллипех улшӑнать пуль, тенӗ: сивӗпе тӗттӗмлӗх, асаппа терт хыҫала тӑрса юлать, имӗш; малта — савӑнӑҫпа ирӗклӗх ҫиҫет.

И ей казалось, что жизнь ее меняется в эти минуты: позади остается мрак, и холод, и унижение, а впереди блистает радость и воля.

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Шухӑшлӑр-ха, — ҫынсем ҫав тери асаппа хӑйсем валли ун пек кун пек пурӑнӑҫ тукаланӑ, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, анчах та пӗр-пӗр ҫын тухать те — пӑлханма тытӑнать: кирлӗ пек пурӑнмастӑр! — тет.

Подумайте, — люди с великим трудом наладили для себя какую-то жизнь, привыкли к ней, а кто-то один — бунтует: не так живёте!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Струго-Красненски районне вӗсем питӗ пысӑк асаппа пырса тухрӗҫ.

С большим трудом удалось выбраться в Струго-Красненский район.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫав тери пысӑк асаппа пӗр рупий ӗҫлесе тупрӑм та эпӗ сан лавкку патне килтӗм.

Великими трудами заработал я рупию, подошел к твоему ларьку.

«Укҫана укҫа туртни» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ ҫула та асаппа ҫеҫ тупса пыратӑп.

Я с трудом находил дорогу.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫак асаппа йӑнӑшнӑ сасӑ манӑн кӑмӑла пӗр самантлӑха ҫемҫетрӗ.

Этот страдальческий стон, свидетельствовавший о крайней усталости, и его отвисшая нижняя челюсть разжалобили меня на мгновение.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней