Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лав ҫинче сӑпкари пек силлентерет, уттӑн пылак шӑрши, хуркайӑксем кӑшкӑрашнине аса илтерекен, чӗриклетекен урапа сассисем, лашасем хартлатни, йӗри-таврари илемлӗ уй-хир, пуҫ ҫинчи ӑшӑ ҫил — ҫаксем пурте, пурте Федьӑна амӑшӗпе совхозра пурӑннӑ кунсене аса илтерчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ телей ҫинчен аса илни — мӑнаҫлӑ поэзи, иртнӗ хуйхӑ ҫинчен аса илни — анӑ ҫунтарни кӑна…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Укҫа ӑҫта пӗтернине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах ним те аса илеймерӗ; пӑхӑр укҫа шыраса, сӗтел ҫине хыпашласа пӑхрӗ, Захартан ыйтрӗ — лешӗ тӗлӗкре те курман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑй курни-илтнине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах иккӗмӗш юрату пирки нимӗн те аса илеймерӗ.Она порылась в своей опытности: там о второй любви никакого сведения не отыскалось.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан ҫуллахине аса илме пуҫларӗ, кашни вак-тӗвеке, кашни йывӑҫа, тӗме, тенкеле, кашни сӑмаха аса илчӗ; ҫаксем ӑна халӗ малтанхинчен те, хӑй киленнӗ чухнехинчен те лайӑхрах пек туйӑнчӗҫ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанхи кун, вӗсем пушӑ вӑхӑтра хӑйсем палланӑ ҫынсене аса илсе ларнӑ чух, вӑл Клавдия Михайловна ҫинчен нимӗн те каламарӗ, ӑна аса илтерме пултаракан япаласене юриех те асӑнмарӗ курӑнать.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрманта ирттернӗ хӑрушла вунсакӑр куна Алексей нихҫан та ятарласа аса илмен, аса илме пуҫласан та, вӗсем ӑна аташуллӑ тӗлӗк пек курӑннӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл иккӗмӗш стакан ӗҫнӗ хушӑрах калаҫма пуҫларӗ; вӑл ӗлӗкрех мана курнине аса илчӗ, тен, аса илнӗ пек пулчӗ-и, вара эпӗ унран мана вӑл вӑхӑтра питӗ тӗлӗнтернӗ тата хуйха ӳкернӗ ҫак повеҫе илтрӗм.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетме оптимистсем историри тата кӗнекесенчи тӗслӗхсене аса илнӗ, вӗсем хӑрах алӑллӑ Минина та, хӑйӗн вилӗмсӗр музыкине итлемесӗрех ҫырнӑ хӑлхасӑр Бетховена та, хӑйне паралич ҫапнӑ пулин те института ертсе пыма пултарнӑ академик Вильямса та, тата, паллах, Николай Островскине те аса илнӗ, унтан, чӑн юлашки тӗслӗх вырӑнне Диккенсӑн тахӑш геройне илсе кӑтартнӑ, вӑл — алӑсӑр капитан, татӑк алли ҫумне темле тимӗр кукрашка ҫыхса лартса, ҫиме, ӗҫме, ҫырма тата ҫапӑҫма та пултарнӑ иккен.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей Кукушкинӑн яланах кӑмӑлсӑррӑн курӑнакан пӗчӗкҫеҫ те йӳҫек пит-куҫне аса илчӗ, ҫав хушӑрах тата паян вӑл носилкӑна епле тирпейлӗн тыткалани те аса килчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аса килет мӑнтарӑн Кӗҫтенттинӗ, Аса килет те чӗрене касать, Вӑл йывӑҫран машин туса хӑтланнӑ, — Пӗччен алҫырӑвне камах пӗлет?
«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html
3. Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп, 4. санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: усал ӗҫӗрсене куҫкӗретех туса, пӗтӗм ӗҫӗрте ҫылӑхӑрсене уҫҫӑн кӑтартса, эсир хӑвӑрӑн йӗркесӗрлӗхне аса илтеретӗр, ҫакна эсир хӑвӑрах аса илтеретӗр, ҫапла сире алӑпах ярса тытӗҫ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн, 57. ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аса илӗр те ҫакна — хӑвӑр ар пулнине кӑтартӑр; Турӑран сивӗннӗскерсем, ҫакна чӗре ҫумне илӗр; 9. унчченхине, пуҫламӑшӗнчен пуҫласах, аса илӗр: Эпӗ — Турӑ, урӑх Турӑ ҫук, Ман евӗрли ҫук.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, вара Санӑн ырӑ кӑмӑлна, мӗн ӗмӗртенпе кӑтартса тӑракан ырӑ ӗҫӳсене аса илтӗм: 12. Эсӗ Хӑвна шанакансене ҫӑлса тӑнине, вӗсене тӑшман аллинчен хӑтарса тӑнине аса кӳтӗм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аса ҫилленсе кайнӑ та Анание тӗрмене хупса лартнӑ, вӑл ӗнтӗ ҫав сӑмахшӑн питӗ тарӑхнӑ; ҫав вӑхӑтра Аса ытти ҫынсене те хӗсӗрленӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аса вӑтӑр улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Израиль патши, Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе Рама хулине тума тытӑннӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.