Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аркипе (тĕпĕ: аркӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн килес, — йӑпӑлтатрӗ Юмӑҫ Укань, лупасайне кӗнӗ-кӗменех сӑмсине шӑнкартса, аллине кӗрӗк аркипе шӑлкаласа.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кутӑн-кутӑн чакрӗ мучи: «Килтӗр-ха, килтӗр кунтарах… Мӗн тӑвас-ши?..» — хӑй ҫавӑнтах йыттине вӗҫертрӗ, ан вӗртӗр тесе, пуҫне кӗрӗк аркипе хупларӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Наҫтик чӗрҫитти аркипе питне хупларӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам «кӗпи аркипе» килеҫҫӗ-ши ҫак темӗн те пӗр пӗлӗрти хыпарсем?

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Именсе пӗлӗт аркипе хупланнӑ уйӑх та, куҫ мӑчлаттаракан ҫӑлтӑрсем те ҫав хумсем ҫинче чӳхенсе ташларӗҫ, симӗс чӑрӑшсем лапсӑркка тураттисемпе алӑ ҫупрӗҫ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Карчӑк шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлне курсан тӳсеймерӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сухви Варвари инке ҫумне ларчӗ, чӗркуҫҫисене кӗпе аркипе туртса витрӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ, утаҫҫӗ вӗсем, поселок хӗрӗсем, тӑвӑр аркӑллӑ юбка-платье тӑхӑннӑскерсем, чӑх йӑвинчен кӗпе аркипе ҫӑмарта йӑтса аннӑ пек мӑкӑлтатса, хӑйсем те мӑшӑр ҫӑмартана аса илтерсе, ӳт-кӗлеткене палӑртма тӑрӑшса.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Аллине саппун аркипе васкаса шӑлчӗ Праски инке.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— И-их! — терӗ Лида, хӑйӗн пилӗк таран лачкам йӗпеннӗ ҫӳхе плащ аркипе пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлса, унтан ман ҫине пӑхрӗ те ача пек кулса ячӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл, ывӑлне кӑкӑрӗ умне пӑчӑртанӑскер, ӑна кӗрӗк аркипе хупланӑччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юлашкинчен мел тупрӗ Изамбаев: плащ тӳмисене вӗҫертсе унӑн аркипе хӗрарӑма картларӗ те, шӑрпӑк чӑл! ҫуталса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унтан, пайтахран, пуҫне ҫӗклерӗ те саппун аркипе куҫҫульне шӑлса тасатрӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ӑна шывран тытса илтӗм те тумтир аркипе чӗркесе киле йӑтса таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре, кӗрӗк аркипе чӗркесе, Апраҫ аппа пирӗн пата темӗн йӑтса пычӗ.

Помоги переводом

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Иртӗр-ха, маларах иртӗр, — вӑтаннипе хыпаланса ӳкрӗ Кулине инке, саппун аркипе йӗпе аллисене шӑлса.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗччен юлсан, Татьяна ҫӳпҫерен ҫур тӑрӑх пир кӑларса чӗрҫитти аркипе чӗркерӗ те юмӑҫ патне тухса утрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн кивӗ сӑхман аркипе сайра сухалне ҫурхи ашкӑнчӑк ҫил хаяррӑн лӑскать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней