Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шуҫӑм хӑпарнӑ чух хайне Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫине леҫме хушрӗ Соломон, йӑткӑҫне ҫул ҫине аякках хӑварчӗ те халь, акӑ, хӑйсен турачӗсенче ҫаплах каҫхи сывлӑм сулхӑнне пытарса тӑракан йывӑҫсен айӗнче, иҫӗм пахчин тӳпинче, ансаттӑн ӑсталанӑ хама сак ҫинче ларать пӗр-пӗчченех.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑлӑхах сая ятӑм эпӗ Олеся тавҫӑрма тивӗҫ мӗнпур шухӑша иле-иле кӑтартса, кӑлӑхах ансатлатса калаҫрӑм гипнотизм доктор-психиатрсемпе Инди факирӗсем ҫинчен, кӑлӑхах физиологи йӗркипе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшрӑм ун хӑйӗн хӑшпӗр опычӗсене, сӑмахран, юна вӗрни-сурнине, ӑна вена ҫине пӗлсе меллен пуснипех ҫав тери ансаттӑн тума пулать-ҫке-ха, — Олеся, мана ытти енӗпе йӑлтах, пӗтӗмпех шанаканскер, чӑхӑмлӑ вушарлӑхпа ҫине тӑрсах, пикенсех сире-сире ячӗ ман мӗнпур тӗслӗхсемпе ӑнлантарусене…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах эпӗ хамӑр паллашӑвӑн чи пуҫламӑшӗнчех унпа тивӗҫлӗн, чӗререн тата ансаттӑн калаҫма тытӑннӑччӗ те, ман калавсене вӑл хавассӑн йышӑнса, ним иккӗленмесӗрех ӗненсе пычӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кӑтартасса хӑй туйӑмӗсене нихӑҫан уҫҫӑн кӑтартман пулин те, ман ҫумма питех те вӑйлӑн ҫыхӑннӑччӗ пулас вӑл; сунара ҫӳрес хӗрӳлӗх иксӗмӗрӗн те пӗрешкел пулни, эпӗ хӑйпе юлташла ансаттӑн калаҫни, ӗмӗр выҫӑпа касӑлнӑ ҫемйине вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшкалани, пуринчен ытла, эрех ӗҫнӗшӗн тӗнчере пӗр эпӗ ҫех ӳпкелешсе сӑмахламанни, — кунашкаллине Ярмола чӑтма пултараймасть, — ҫыхӑнтарчӗ ӑна манпа.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пурте темле хӑрушла хӑвӑрт та ансаттӑн пулса иртрӗ, пӗр те пӗр тесен — тӗлӗк майлах.Все случилось так чудовищно скоро и просто, что смахивало скорей на сон.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Сарӑ та пысӑк куҫӗсем унӑн тӳррӗн те ансаттӑн пӑхаҫҫӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Калаҫ — йӑмӑкупа калаҫнӑ пек: ансаттӑн та ачашшӑн.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эсӗ вара ҫакӑн пирки ҫапла ансаттӑн евитлетӗн.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Мӗнех, — ансаттӑн каларӗ Герда, — эпир ҫамрӑк-ха, кунта пурӑнса пӑхар.— Что ж, — просто сказала Герда, — мы еще молоды, поживем здесь.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ҫавӑ — пулнӑ, — хуравларӑм эпӗ ҫав тери ансаттӑн тата ирӗклӗн, мӗншӗн тесен эпир пӗр чӗлхене калаҫатпӑр.— Это — так, — ответил я с той же простотой и свободой, потому что мы говорили на одном языке.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ карнавалтан пурнӑҫ ӗҫ-хӗлне тухрӑм; ку вӑрттӑн алӑка ансаттӑн тӗртсе уҫнӑн пулса иртрӗ, хам вара чун йӗрне-ӗренкине мӗлке хӳттинче упратӑп, ҫак ӗренке кӗрет уҫӑ йӗрпе ҫыхӑнса тӗвӗсенче вӗҫленет.
ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кук чӑнах та элекҫӗ иккенне ӑнлансан эпӗ ҫак ӗҫ-пуҫ вак-тӗвекне итлесрен ансаттӑн ҫӑлӑнтӑм: васкавлӑ ыйту пуррипе сӑлтавланса шлепкене илтӗм те — алӑк патнелле…
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ сирӗн тӗлӗшпе тӗлӗнмеллерех лару-тӑрура, анчах эсир манӑн ӑнлантарӑва ансаттӑн, — эпӗ хам та ансат пулнӑ пекех, — йышӑнасса ӗненетӗп.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак самантра вӑл мана ансаттӑн тӗсерӗ, нимӗнле вӑрттӑн шухӑшсӑр пек, анчах эпӗ ҫак этем мӗн пур хутшӑнӑва асӑрханине ӑнланатӑп.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ ансаттӑн танлаштаратӑп, ку мана кӑсӑклӑ туйӑнать.Я делаю простое сопоставление, которое мне кажется интересным.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Уншӑн уҫӑмлӑ пултӑр тесе ансаттӑн ӑнлантарса патӑм:
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Куҫӗсем шанмасӑртарах Гент ҫинче темиҫе хутчен те чарӑнчӗҫ, лешӗ вара хӑйне нимӗн те сисменле ансаттӑн тытать.Не раз его взгляд подозрительно останавливался на Генте, державшемся беспечно и просто.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак нӗрсӗрлӗх — ансаттӑн — ҫапларах пулса иртет: тискерчӗксен эшкерӗ, ҫул кӑтартуҫӑ ертӳлӗхӗпе, вӑрманта слон кӗтӗвне ҫавӑрса ункӑлать, — аҫисене, амисене, чи пӗчӗккисене, унтан таврана шакӑрчасен, параппансен янравлӑ шавӗпе, ӳхлетӳ-кӑшкӑрупа хупласа хураҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Мана Гент тесе чӗнеҫҫӗ, — ансаттӑн чӗнчӗ вӑл.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Беннет Стэнлие питех те ансаттӑн, — Атлантика леш енчи наци ҫыннисем ӗҫ-пуҫа татса панӑ чухне ҫакӑнпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, — Ливингстона шыраса тупма хушрӗ те — укҫа тӗлӗшпе ыйту пулмасса шантарчӗ.
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
- 1
- 2