Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ансан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поезд ҫинчен ансан, автобус кӗтсе черет тӑмарӑм, — тӑван хулана ҫуранах утса ҫитрӗм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Акӑ мӗн, шӑллӑм: ыран хӗвел ансан, юлташупа хӑвӑр кил умӗнчи пура ӑшӗнче мана кӗтсе тӑратӑр.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗтӳ ансан, выльӑхсене кӗртсе хупма ан ман.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Вӑйӑҫ! — кӑшкӑрчӗ Актай, йӑмра тӑрринчен ансан.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗвел ансан, йӗтем ҫине колхоз председателӗ хӑй вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вичкӗн хура куҫӗсем ҫине тар юхса ансан кӑна, ҫулма чарӑнса, тарне вӑрӑм ҫанни вӗҫӗпе шӑлкаласа илет те пиҫиххи хушшине хӗстернӗ лапаткине туртса кӑларать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яланах хӗвелпе пӗрле тӑратчӗ те хӗвел ансан тин умри пир саппунне пӑтаран ҫакса хуратчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улӑха ансан, шурлӑхри хӑяхпа шӑлан курӑкӗ ӳсекен вырӑнсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарӑнрах чавса ансан ҫыннипе кӗреҫи те курӑнма пӑрахатчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Йывӑҫ ҫинчен сиксе ансан кайран тин пӗҫӗ пӗҫернине туйса илтӗм, уксахласа утрӑм.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Шыва кайса килет-и, амӑшне пулӑшма пахчана кӗрет-и — пур ҫӗрте те ачалӑх палли куҫ умне тухать: кӗтӳ ансан ҫывӑхри ҫырмара ача-пӑча ӗнесем пӑхать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Автобус ҫинчен ансан вӑрман витӗр выртакан тӳрӗ сукмакпа, унпа виҫӗ ҫырма урлӑ каҫмалла пулсан та, утрӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗр каҫхине, нӳхрепе хӑяр илме ансан, алӑкне хупса питӗрсе илчӗ те… ирччен те кӑлармарӗ.

Помоги переводом

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аяла ансан, эпир ансӑр та тӑвӑр урама кӗрсе кайрӑмӑр; япаласем тиенӗ икӗ ашак унта тӗл пулсан, пӗр-пӗринчен аран анчах иртсе кайма пултараҫҫӗ.

Спустившись вниз, мы вышли в улицу, такую узкую и тесную, что два вьючных осла едва-едва могли бы тут разойтись.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Экскурсантсем умлӑн-хыҫлӑн утса трап тӑрӑх хӑпараҫҫӗ, унтан, ҫӗре ансан, вӑрахчен самолетсем умӗнче куҫӗсене каҫӑртса тӑраҫҫӗ — хӑйсем питӗ пӗчӗккӗн курӑнаҫҫӗ, Гулливер умӗнче лилипутсем тӑнӑ пекех…

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗпе ҫума ансан та, Павӑл ҫинчен аса илмерӗ.

Помоги переводом

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗр макӑрнипе кушшуль тӑмласа ансан Йӑван тӑчӗ тит те, вара ҫлен каларӗ тит:

Когда девушка заплакала и слеза капнула, Йыван проснулся, и тогда змей ему сказал:

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Кӗтӳ ансан, Укахви выльӑхсене кил хушшине уҫса кӗртрӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Е тата шыв ҫинелле сисмен ҫӗртен ҫара ҫерҫи вирхӗнсе ансан, вӑл, ку мӗнле кайӑк иккенне чухласа ӗлкӗрейменскер, хатарлӑн кӑшкӑрса ярать.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Каҫ еннелле, сулхӑн ансан, Санька улӑхсем тӑрӑх курса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней