Поиск
Шырав ĕçĕ:
ангелӗсене (тĕпĕ: ангел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик; 10. ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ, 11. Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ: 41. Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те 42. вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ; 43. ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса 6. ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1