Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксюша паян ишме вӗренес килменнине ӑнланчӗ, ун вырӑнне ашшӗ ӑна шывра алӑпа ярӑнтарчӗ.

Ксюша решила для себя, что не хочет сегодня учиться плавать, и вместо этого папа покатал ее в воде на руках.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Калӑпӑр, «Верховнӑй Совет» вырӑнне «Аслӑ Канаш» теме пуҫланине, е «ответле» вырӑнне «хуравла» ҫине куҫнишӗн эп икӗ алӑпа та килӗшетӗп!

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Кӑшт ҫеҫ касап, ан хӑра», – терӗ сулахай алӑпа ҫыракан Ксюша.

«Чуть-чуть только подровняю, не бойся», – сказала левша-Ксюша.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Алӑпа ҫырнӑ тетрачӗсене унӑн арӑмӗ Раиса Михайловна вӑрттӑн ҫӗре пытарса хума ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урӑх тӗнче кирек камшӑн та илӗртӳллӗ: вӑл мӗнлереххине, ваттисем каларӑшле, алӑпа тытса пӑхсах тӗрӗслес килет.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах халь Сергей Николаевичӑн питне алӑпа тытса пӑхас пулсан, ҫав пит хытӑ пӗҫерсе тӑнине туйнӑ пулӗччӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн лӑпкӑлӑхне ҫухатса пынине те сисрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Таҫтан ҫӗкленсе килнӗ ҫил хурӑн лӑссисене пурне те, курӑнман алӑпа тытса туртнӑ пекех, пӗр енне вӗҫтерсе-пуҫтарса хучӗ, йӑрӑс вуллине тӗпренех тайӑлтарма, авма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑнтан пек туйӑнать, — терӗм, алӑпа кӑтартса.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Малтанхи ултӑ ҫул хушшинче эпӗ ӑна пӗрре те курман, хамӑн тупана асра тытса, ун умне пушӑ алӑпа тухса тӑрас мар, терӗм ҫеҫ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ӑна ҫупӑрлаттӑм, унӑн вӗри аллисене ҫирӗп чӑмӑртаттӑм, ӑна, икӗ алӑпа питҫӑмартисенчен тытса, куҫӗнчен пӑхаттӑм, кайран таҫта, тӗттӗмелле тинкерсе, анчах пӗрре те тинкермесӗр, йӑл-йӑл кулаттӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйне хисеплекен нихӑш чӑваш та хӑнана пушӑ алӑпа каймасть.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хулпуҫҫийӗ урлӑ икӗ юплӗ рулетка уртӑнтарнӑ Марина кунталлах ҫывхарчӗ, купасем тӗлӗнче чарӑна-чарӑна хӑш-пӗр ҫӗрулмисене алӑпа тыта-тыта пӑхрӗ, пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаларӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Дояркӑсем ӗнесене алӑпа мар, машинӑпа сӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Алӑпа ҫурма тивнӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫапла вара эп каланине тӗрӗс-тӗкелех тусассӑн санӑн чирӳ алӑпа сирнӗ пекех иртсе кайӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алӑпа тӗрленӗ алшӑллисене, салфеткӑсене, сӗтел ҫиттисене, картинӑсене, чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатнӑ сувенирсене те чылай куравра кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Ҫав вӑхӑтрах сулахай алӑпа провод вӗҫӗнчен туртма пуҫларӑм, эпӗ туртнипе пушӑ консерва банкисем чӑнкӑртатма, автоматран пенӗ евӗр сас тума тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Халӗ икӗ алӑпа ҫӳҫе турачӗсенчен ярса тытрӑм та ҫӳлелле туртӑнма пуҫларӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ сылтӑм алӑпа унӑн винтовки кӗпҫинчен ҫавӑрса тытатӑп та туртса илетӗп.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗр Санюк кӑна пуш алӑпа.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней