Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тултан пӑхма йӑвашскер, хуҫи алӑпа сулсанах пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл яланах хӑй сухалӗ ҫинелле пӑхса, ӑслӑн кулкаласа ҫӳретчӗ, ҫивӗч сӑмах калама юрататчӗ, унтан хӑйӗн шӑлӗсем шурӑ та ҫирӗп пулнӑ пулсан та ҫӗрӗк шӑллӑ ҫынсенчен кӗрекен лайӑх мар шӑршӑ кӗретчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫук, хам алӑпа ҫырса илсен луччӗ! — терӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— А эсир, Недошлепкин юлташ, — терӗ малалла Терентий Петрович янӑравлӑ сасӑпа, — агрегат патне пылчӑк ӑшшӗн пытӑр, хӑвӑрӑн калушӑра та ҫухатрӑр та, ӑна, мӗскӗне, алӑпа ҫӗклесе тухрӑр.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
— Ну, мӗнле пурӑнатӑн, Хватов? — тесе ыйтрӗ те Петр Кузьмич, унӑн сӑмахӗсене илтмӗш пулса, алӑпа туртса ҫӳремелли пӗчӗк урапа ӳречи ҫине ларчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
— Ан та кала, — алӑпа султӑм эпӗ, — нумай-ха вӗсем!
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Салтак каллех мана пырса тапӑнчӗ, анчах Смурый хӑрах алӑпа ӑна хул хушшинелле чиксе лартрӗ те отвода ҫӗклесе карӗ, вара шыв уҫласа салтак пуҫне йӗпетме, унӑн начаркка кӗлеткине тутӑр татӑкӗсенчен тунӑ пуканене ҫавӑрнӑ пекех ҫавӑркалама тытӑнчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тахӑшӗ мана вӑйлӑ алӑпа тытса алӑк сулли патнелле, кӗтеселле тӗртсе ячӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӗтрекен алӑпа вӑл ҫурта ҫутса яратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай алӑпа сулчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсенчен хӑш-пӗрисем: ялтан тухса каймалла мар, кунтах юлса хӳтӗленмелле, теҫҫӗ; хӑюллӑраххисем пӑлханаҫҫӗ: пулеметсемпе, минометсемпе хӗҫпӑшалланнӑ партизансене хирӗҫ кам пушӑ алӑпа ҫапӑҫтӑр, теҫҫӗ вӗсем.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сывлӑшпа йӑпанни, тарма шут тытни ӑна хавхалантарса ячӗ, вӑй кӗртнӗ пек туйӑнчӗ, вара унӑн ҫакӑнтанах, ҫак картлашкасем ҫинченех стена патне сиксе ӳкес, алӑпа пралукран ярса тытса, леш енне сиксе каҫас килсе кайрӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Смолярчук тӗрӗс каларӗ ҫав, Терезия патне Берлинтан янӑ ҫырупа демобилизаци йӗркипе килнӗ старшини — Иван Белограй депо начальникне ӗҫе илме ыйтса панӑ ыйтӑва юнашар хурсан, Зубавин ҫаксене пӗр алӑпа ҫырманнине, вӗсен чылаях пысӑк уйрӑмлӑх пуррине ҫӑмӑллӑнах курчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сулахай енне куҫса ларнӑ та руле ту хушӑкӗ еннелле пӑрса лартнӑ, алӑпа газ памалли рычага мӗн май килнӗ таранах пӑрнӑ, хӑвӑртлӑх рычагне пӗрремӗш передача ҫине куҫарнӑ, сцепленине пусса лартнӑ педальне вӗҫертсе, грузовике кӗпер ҫинелле янӑ, хӑй ҫӗре сиксе юлнӑ…
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсенчен иккӗшӗ алӑк ҫумне ҫапса лартнӑ йывӑҫ хӑлӑпран тӑватӑ алӑпа шӑппӑн ярса тытрӗҫ те пӗтӗм вӑйпа туртрӗҫ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Сӑмах май каласан, Терезия, эс рекордлӑ тырпул туса илекен ҫӗр ҫинчен пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнче эп гитлерла лӑп-лапсене хам алӑпа хамах шӑлса ывӑтнӑ. Ҫавӑнпа эс, пикеҫӗм, мана ан ман, эп пулнӑран ҫеҫ ҫакӑн пек паттӑр ӗҫлеме пултаратӑн», — тенӗ вӑлт ҫырӑва шӳтле сӑмахсемпе вӗҫлесе.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Апла пулманнипе кӑмӑл сивӗнсен, хампа илсе килнӗ илемлӗ хуплашкаллӑ тетрадь ҫинче «пӗрремӗш лекци» тесе ҫырнин айне, пӗр кӑшӑла чечек евӗрлӗ пӗрлешмелле туса, айккӑн курӑнакан вунсакӑр ҫын пуҫӗ ӳкертӗм, профессора эпӗ те ҫырса пынӑ пек кӑтартасшӑн хутран-ситрен кӑна алӑпа хут тӑрӑх йӗрлерӗм (профессор манпа питӗ интересленесси пирки эпӗ иккӗленмерӗм).
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшӑнта ҫапла шухӑшлатӑн: «Ҫук! Мана кунта вӑл та, урӑххи те тупаймӗ…»; ху вара вӗҫнелле шӗвӗрӗлсе пыракан тунасем ҫинчен икӗ алӑпа харӑс сылтӑмран та, сулахайран та ҫырласем татса, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне киленсе ҫӑтатӑн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ҫамрӑк ҫын пирӗн пата урӑх пӗрре те килмерӗ, анчах вӑл епле калани, фортепьяно умӗнче мӗнле ларни, ҫӳҫне силлентеркелени, уйрӑмах октавӑсене хӑйне манер сулахай алӑпа илни, ҫав вӑхӑтра кача пӳрнипе пуҫ пӳрнине октава сарлакӑш хӑвӑрт сарса яни, унтан вӗсене майӗпен пӗрлештерни, вара каллех, сарса яни мана питӗ килӗшрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӑрах алӑпа Франкерӑн ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ленчешке «Алгебрине», тепринпе — пӗчӗк татӑк пурӑ тытнӑ, унпа икӗ алла, пит-куҫа, фрак чавсисене те вараласа пӗтернӗ ӗнтӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.