Поиск
Шырав ĕçĕ:
алшӑллийӗпе (тĕпĕ: алшӑлли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чанах та, Морозов кайри урисем ҫинче ҫӳреме вӗреннӗ пысӑк йытӑ евӗрлӗ пулса кайрӗ; унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫунса кайнӑ ӳчӗ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ пулмалла, хӑш чух вӑл пуҫне Татьянӑн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн шӑлӑнмалли тӗклӗ алшӑллийӗпе чалмапа чӗркенӗ пек чӗркенӗ, — Морозова ӑна Митя панӑ; темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, Захара лапчӑтса лартса, ӑна пӗвӗпе лутрарах туса хунӑ; утасса мӑнаҫлӑн, Экке исправникӗн самӑр помощникӗ пек утнӑ, пуҫ пӳрнисене ҫӗтӗлсе пӗтнӗ салтак йӗмӗн пиҫиххийӗ хушшинче тытнӑ, ытти пӳрнисене пулӑ хӑй ҫуначӗсене хускатнӑ пек хускаткаласа, унӑн-кунӑн кӑшкӑркаланӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй ҫавӑнтах аллинчи алшӑллийӗпе ҫамкине шӑлса илчӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ваня хӑйӗн алшӑллийӗпе шӑлӑнса, мунча умӗнче хӑйӗн кӗпи-йӗмне, тӑхлан тӳмелле кӗпипе аялти йӗмне тӑхӑнчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Страницы:
- 1