Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллинех (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл панулмирен темӗнле майпа хӑй аллинех тӑрса юлнӑ йӑпӑлкка вӑрра хыпаласа ларчӗ, ӑна вӑл икӗ пӳрне вӗҫӗпе хӗстерсе тытрӗ те — пусрӗ, панулми вӑрри, сиксе тухса кайса, хӗре питӗнчен тиврӗ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ахпӑлатпа пупа патька-патша аллинех тыттарчӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку хута эсӗ май килсен ҫар кӗпӗрнаттӑрӗ аллинех тыттар, — терӗ ӑна ӗнер кулава хӑй патӗнче чей ӗҫсе ларнӑ чухне, — Часрах салтаксем яччӑр.

«Ты эту бумагу, коль сумеешь, вручи самому военному губернатору в руки, — напутствовал его вчера волостной голова, — Солдат пусть скорее присылают.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Турӑ панӑ выльӑх чунӗ ҫапла вара турӑ аллинех куҫнӑ.

Выходило по пословице: «Бог дал — бог и взял…»

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нивушлӗ ырӑ мар ҫынсен аллинех лекрӗ?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-тӑк, тем тесен те, Калюк ҫыннисен аллинех ҫакланнӑ Телегин.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калач та вӗсен аллинех юлать.

Калач оставлен.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Бакхорва хуҫин тепӗр ултӑ ӗни те ун аллинех лекрӗ.

Он купил на торге остальных шесть коров хозя Бакхорва.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Карательсен отрячӗ пӗр яла туртса илесшӗн пулнӑ, партизансем вӗсен атакине ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ, ял вара партизансен аллинех юлнӑ.

Отряд карателей пытался захватить село, но атаку отбили, и село оставалось в руках партизан.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑй аллинех тыттаратӑп.

Лично в руки передам.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Пуйӑс Владимир Ильича жандармсен аллинех илсе пырать.

Поезд вёз Владимира Ильича прямо в лапы жандармов.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Пӳрне мар — аллинех Тыттарать ак: — сыв-и-ха!

И вдруг над помбухом в самое ухо: — Товарищ… как вас? Неважно! Здрасьте.

Ухмахла йӑла // Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 149–152 с.

Ҫапах та акӑлчансем суднона хӑйсен аллинех туртса илме шутланӑ.

Однако англичане не теряли надежды снова овладеть судном.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Ӑна кирек камӑн аллинех тыттармашкӑн ирӗклӗ мар эпӗ…

Не волен я давать его кому бы то ни было…

Шаутбенахт Петр Михайлов // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Юлашкинчен, телей Николайӑн аллинех пырса лекнӗ.

Наконец, Николаю посчастливилось.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Чул урайӗнче выртакан авӑрланӑ тӑватӑ пистолетран Иманус иккӗшне илсе кашни аллинех пӗрер тытрӗ те арчапа пӳлсе хунӑ пусма картлашкисем ҫине тухакан алӑк патне пырса тӑчӗ.

Из четырех заряженных пистолетов Иманус взял два, по одному в каждую руку, затем он встал сбоку от двери, ведущей на лестницу, загороженную и полускрытую сундуком.

ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл вилсен те (ӑна Малаша хӑй аллинех пӑвса пӑрахать-ха, паллах) — ку та нихӑш енчен те пулӑшмасть-ҫке.

Если он умрет, — а Малаша ведь задушит его собственными руками, — это все равно не поможет.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Лару-тӑрусем ҫапла пулса тӑнипе ҫав юрӑхсӑр этем вӗсен аллинех ҫакланчӗ!

А теперь по странному стечению обстоятельств, этот негодяй оказался в их власти!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Фифи ятлӑ вӗшле йытӑ, хӳрине суллакаласа, хӑнасем патне пырса кашнин аллинех хӑйӗн сивӗ сӑмсипе тӗртсе илчӗ.

Борзая собака, имя которой было Фифи, подошла, махая хвостом, поочередно к обоим гостям и ткнула каждого из них своим холодным носом в руку.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Мулӗ ӗнтӗ, паллах, кашнин аллинех лекмест вӑл.

А клад, стал быть, не кажному в руки дается.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней