Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авӑтни (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял автанӗсем шарлаттарса авӑтни пӗрре аякра, тепре ҫывӑхрах илтӗне-илтӗне кайрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Путене авӑтни те инҫене, инҫене кайса пычӗ.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Путене авӑтни тунсӑхлӑ та, хаваслӑ та.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫывӑхрах путене авӑтни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Такам пахчинче пӗр-пӗччен карӑш авӑтни ҫеҫ илтӗнет.

Помоги переводом

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Автан авӑтни илтӗнет.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Автансем авӑтни те илтӗнмест.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Автансем шарлаттарса авӑтни, чӗкеҫ юрлани, ирхи лӑпкӑ ӑшӑ ҫанталӑк Ҫтаппан кӑмӑлне тыткӑнларӗҫ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялта алӑксем уҫӑлса хупӑнни, пусӑ тарасисем чӗриклетни, автансем авӑтни илтӗнсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех автансем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кил хушшинче автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аякран автансем авӑтни янраса кайрӗ, пӗр-икӗ хутчен йытӑ вӗрни илтӗнчӗ, вара каллех шӑп пулчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫывӑхри нӳрлӗ айлӑмра карӑш картлаттарса авӑтни те илтӗне пуҫлать.

слышно было, как хрипит дергач в сырой лощине неподалеку.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах ниҫта та аякра автан авӑтни илтӗнмест: хулара та, унӑн ҫаратса пӗтернӗ таврашӗнче те тахҫанах ӗнтӗ пӗр автан та юлман.

Но нигде не слышно было отдаленного петушьего крика: ни в городе, ни в разоренных окрестностях не оставалось давно ни одного петуха.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Инҫетре автансем авӑтни илтӗнчӗ, кӗҫех ӗнтӗ тул ҫутӑлмалла, анчах хӑй шыракан ял ҫук та ҫук.

По крику петухов он понял, что скоро рассвет, а села все не было.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сӑрт айлӑмӗнчи ялта автансем авӑтни аран-аран илтӗнет.

Из села у подножья гор доносилось хриплое пение петухов.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пӗрре ӑна инҫетре автан авӑтни илтӗннӗ пек туйӑннӑ.

Раз Василью Андреичу почудилось, что он слышит дальний крик петухов.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Уйсемпе сӑртсем тӑрӑх куккук: «ку-ку, ку-ку, ку-ку» тесе авӑтни кӑна мӗскӗннӗн сарӑлса янӑрать.

Над полями, над холмами плывет легкий запах ночных цветов.

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Таҫта ял вӗҫӗнче кӑна автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ, анчах, ялта ытти автансем пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ пекех, ӑна хирӗҫ нихӑшӗ те сасӑ памарӗҫ.

Только где-то за прогоном глухо прокричал петух, но ему никто не ответил, словно все остальные петухи в селе вымерли.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хӑмӑшлӑхран пӗччен карӑш авӑтни илтӗнет.

В камышах одиноко вскрикивает коростель.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней