Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна револьверне тавӑрса панӑ чух Полина вӑл лайӑх пенипе пеменнине тӗрӗслесшӗн пулчӗ те Якова уҫӑ кӑмакана пеме ӳкӗтлерӗ; куна тума Яковӑн урайне ӳпне выртмалла пулчӗ, Полина та выртрӗ; Яков персе ячӗ, кӑмакаран вӗсем ҫине кӗл сирпӗнчӗ, Полина вара, ахлатса илсе, аяккалла йӑваланса кайрӗ, унтан, ывӑҫ тупанне ҫӗклесе, хуллен кӑна: — Кур! — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Луп Резников Яков Маякинпа пӗрле алла-аллӑн пынӑ, вӑл, Яков хӑлхи патнелле пӗшкӗнсе, темскер пӑшӑлтатнӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ ҫӳхен кулкаланӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иртнӗ каҫпа Яков ҫав Фесенкопа куҫа-куҫӑн курса иккӗшӗ ҫеҫ калаҫнӑ иккен те, лешӗ хӑй мӗншӗн ҫапла тӗлсӗр хӑтланнине нимӗн те путлӗн каласа парайман, Яков мана ҫавӑн ҫинчен каласа панӑччӗ ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Яков ун ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ, эпӗ куратӑп акӑ, Яковӑн сӑмсипе ҫамки ҫине, алли ҫине сывлӑм пек вӗтӗ-вӗте тар тухнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Сана манӑн пӗр хурлӑхлӑ япала ҫинчен пӗлтерес пулать: Мускавра ман пата леш аскӑн хӗр, Яков пурӑнни, пычӗ те, темле ҫынсем — хм, мӗнле ҫынсем пулччӗр ӗнтӗ халь? — Якова хӗнесе вагонран кӑларса ывӑтрӗҫ, терӗ…
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков Артамонов ӑна парӑнчӗ, вара вӗсем ҫапла шут турӗҫ: Полина ыранах пуҫтарӑнма тытӑнать, унтан Воргорода каять те унта Якова кӗтсе илет.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Якова ку тӗлӗнтермен, вӑл ӗнтӗ нумайранпа ҫак хӗрлӗ-сарӑ Митя ытларах та ытларах йӗрӗнмелле ҫын пулса пынине курнӑ, анчах Яков ҫав хӗрлӗ-сарӑ ҫын шанчӑклӑ пулманнине пуринчен малтан хӑй асӑрханинчен тӗлӗнчӗ тата уншӑн кӑштах мӑнкӑмӑлланчӗ те.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Рабочисене ку кӑмӑла кайнӑ, Яковшӑн вара фабрика ҫак хаваслӑ ҫынна Мирон ӗненнинчен ытларах ӗненни паллӑ пулчӗ, Яков тата Мирон Татьяна упӑшкипе час-часах хирӗҫнине курса тӑчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Мӗн кирлӗ ӑна?» — шухӑшларӗ Яков, жандармӑн кӑвак тӗслӗ, хӗрлӗ юн тымарӗсем палӑрса тӑракан, сарлака сӑмсаллӑ лаптак пичӗ ҫине, йывӑр кичемлӗх тата эрех шӑрши ҫинҫе ҫип пек тӑсӑлса тухнӑн курӑнакан пӑтранчӑк куҫӗсем ҫине куҫхаршисем айӗн пӑхса ларса: — Эпӗ сирӗнпе официально мар, сире ырӑ сунакан тата сирӗн ӗҫри интерессем те ют мар, паллакан ҫын пек калаҫатӑп, — илтрӗ Яков хӑйӑлтатакан сасса.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков иккӗленсе, унталла-кунталла пӑхса, тимлӗн итлесе, кӗсйинчи револьвере аллипе чӑмӑртаса пынӑ пулин те — Носков Якова пуринчен ытларах шӑп ҫак сехетсенче тытнӑ — вӑл ун ҫинчен те лӑпкӑраххӑн шухӑшласа пычӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков вӑл хӑйӗн арӑмӗпе юри кӑмӑллӑ, ачаш пулнине, уншӑн ятарласах, ҫынсене курӑнмалла тӑрӑшнине, ку пӗтӗмпех суя пулнине курнӑ; Якова ҫав суялӑха унӑн йӑмӑкӗ те пӗлсе тӑнӑ пек туйӑннӑ, вӑл салхуллӑн пурӑннӑ, питӗ сахал калаҫнӑ, питӗ час-час тарӑхнӑ тата политика ҫинчен хӑйӗн хаваслӑ упӑшкипе мар, пуринчен ытларах Миронпа калаҫнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку сӑмахсене пурне те Мирон итлекенсене тата хӑйне вӑл Государство думинче вырӑн йышӑнма тивӗҫлине ӗнентерме каланине Яков ӑнланнӑ, анчах ҫапах та пиччӗшӗн хаяр сӑмахӗсем Якова шиклентернӗ, вӑл хай ҫӗршер рабочисем хушшинче хӳтлӗхсӗр пулнине туйса тӑнине вӑйлатнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков манах Ольгӑпа питӗ туслашса кайнине курчӗ, ӑна чӗмсӗр Вера Попова та хисепленӗ, Мирон та, — хӑй ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн тата ҫилленчӗкрех, хытӑрах чунлӑ пулса кайнӑ пулин те, фабрикӑра асли пек хушса ҫӳренӗ, Яков ҫине служащи ҫине кӑшкӑрнӑ пек кӑшкӑркаланӑ пулин те, — тетӗшӗ хӑй тӗнче тӑрӑх ҫӳренисем ҫинчен, ҫынсем ҫинчен каласа панисене итленӗ чух йӗрӗнсе питне-куҫне хуҫкаламан.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков халь Нестеренко чееленнине, темскер пӑтраштарнине, вӑл ҫеҫ те мар — хӑратма пӑхса ӑна е хӑйне ҫак историрен пӑрса яма пикеннине туйса тӑчӗ; офицер: ҫынна хӑранипе те пеме пулать тесен вара, Яков ӑна шанманни ҫирӗпленсех ҫитрӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан каллех хӗснӗ куҫӗсемпе Якова питрен тӳррӗн пӑхса, ӗнентерӳллӗ сасӑпа темле ӑнланмаллах мар япаласем ҫинчен калама тытӑнчӗ; унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ: хӑйне ҫаратма тӑни ҫинчен полицие пӗлтерменнипе Яков саккунсӑр ӗҫ тунӑ, анчах халӗ ун ҫинчен пӗлтерме вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Халӗ офицер Яков ҫине хӑйӗн кӑвак, ҫутӑлса тӑракан куҫӗсемпе тинкерсе, ыйтуллӑн пӑхрӗ; Яков ӑна Носков ҫинчен хӑвӑрт кӑна каласа пачӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эсир Носкова, сунарҫа, паллатӑр-и? — ыйтрӗ Яков хуллентереххӗн; офицерӑн хӗрлӗрех куҫхаршийӗсем ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ, Китай ҫыннин пек уссийӗсем хускалса илчӗҫ; вӑл пӗр уссине тытрӗ, пӗлӗтелле пӑхса куҫӗсене хӗсрӗ; ҫаксене пула Яков хӑй ӑшӗнче: «Суять ӗнтӗ. Анчах — мӗнле суйӗ-ши?» тесе шухӑшларӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑрани вырӑнне Яков хӑвӑртах савӑннӑ пек пулса пычӗ; ку вӑл хӑйне тапӑннине лайӑх сирсе янине ӑнланнипе кӑна мар, тапӑнаканни — Яков хӑй шутланӑ пек — фабрикӑри рабочи мар, ют ҫын пулнӑ пирки те пулчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӑлхавлӑ ик-виҫӗ ҫул хушшинче Яков фабрикӑра питех хӑрушшине нимӗн те асӑрхаман, анчах Мирон сӑмахӗсем, Алексей тетӗш пӑлхануллӑн хашлатса сывласа илнисем, кӗҫӗн Артамонов хӑй вулама юратман, анчах пӗрмай, ятарласа, хаяррӑн савӑнса, хӑратса рабочисен движенийӗ ҫинчен ҫыракан, рабочисен Думӑри представителӗсен сӑмахӗсене пичетлесе пыракан хаҫатсем Якова фабрикӑри ҫынсем ҫине тӑшманла пӑхтарнӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ вӗсенчен килнине систерекен кӳренмелле туйӑма ҫуратнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫирӗм ултӑ ҫула ҫитиччен Яков Артамонов лайӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, унӑн нимӗнле ытлашши кӳренмелли япаласем те пулман, анчах кайран вӑхӑт — лӑпка пурнӑҫа юратакан ҫынсен тӑшманӗ — Яковпа пӑтравлӑ, чыссӑр вӑйӑ выляма тытӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.