Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Юнӑма (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ — юнӑма хам пиччемӗн тусне, хамӑн тусӑма патӑм.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Манран килес пулсан, ӑна хамӑн юнӑма парса ҫӑлса хӑварӑттӑм!..

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав вӑхӑтрах юнӑма кӗрсе ларнӑ сыхланулӑх — кӗтнӗ тата асӑрханӑ мӗн пур сӑлтава, ӗҫ-пуҫа ӑсра тытса — ҫӗнни патне «тимӗре хӗрнӗ чухне тупта» каларӑшпа вирхӗнет.

В то же время врожденная моя предусмотрительность, держа в уме все слышанные и замеченные обстоятельства, тянула к открытиям по пословице «куй железо, пока горячо».

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Гравелота евитлӗр: эпӗ унӑн инкекӗ тавра хамӑн кивӗ юнӑма ӑшӑтрӑм.

Передайте Гравелоту, что я согрел свою старую кровь вокруг его несчастья.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ман юнӑма эс астивсе пӑхаяс ҫук…

— Моей крови тебе не пробовать…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мана хӑвӑртрах кушетка ҫине вырттарчӗҫ: хам юнӑма парса ҫӑлса хӑвартӑм мӑнтарӑна, — ҫапла аса илет иртнине медицина ӗҫӗн ветеранӗ.

Меня поскорее уложили на кушетку: я спасла бедняжку отдав свою кровь, — так вспоминает о прошлом ветеран медицинского дела.

Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii

Вӗт эпӗ уншӑн хамӑн юнӑма юхтаратӑп!

Ведь я же за него кровь свою проливаю!

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Хӑҫан ман юнӑма хӑвӑн шанмалла мар тӑвакан наркӑмӑшна сапма чарӑнӑн эсӗ?

Когда ты перестанешь вливать в мою кровь яд твоих внушений?

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Авӑ — хамӑн юнӑма юхтартӑм.

Вот — кровь свою пролил.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ил ман вӑйӑма, манӑн юнӑма, манӑн сывлӑшӑма!»

На, возьми мою силу, мою кровь, мое дыханье!»

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ман юнӑма вут-ҫулӑм хыпрӗ, вӗретсе ячӗ.

Кровь во мне загорелась и расходилась.

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Анчах та ун патне Малевский пырса тӑрсан, тилӗ пек чеен тайкаланса, унӑн пукан хыҫӗ ҫине меллӗн таянса, киленӗҫлӗн те йӑпӑлтатуллӑн кулкаласа тем пӑшӑлтатма тытӑнсан, — Зинаида аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытать те граф ҫине тинкерсе пӑхать, хӑй те кулкаласа пуҫне сулкалать, — вара манӑн пӗтӗм юнӑма вут-ҫулӑм хыпса илет.

Зато у меня, бывало, вся кровь загоралась, когда Малевский подойдет к ней, хитро покачиваясь, как лиса, изящно обопрется на спинку ее стула и начнет шептать ей на ухо с самодовольной и заискивающей улыбочкой, — а она скрестит руки на груди, внимательно глядит на него, и сама улыбается, и качает головой.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Эпӗ, Грицко, ҫав пурнӑҫа курассишӗн пӗтӗм юнӑма пӗрер тумламӑн сӑрхӑнтарса парӑттӑм…

— Я б, Грыцько, кровь свою руду по капли выцидыв бы, шоб дожить до такого…

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юнӑма ӗмет!..

Кровь высасывает!..

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек ирӗклӗхшӗн кача пӳрнери юнӑма та тумлам паман пулӑттӑм.

За такую свободу я не отдам и капли крови из своего мизинца.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсӗ манӑн пӗтӗм юнӑма ӗмсе кӑлартӑн!

— Ты из меня кровя все высосал!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм юнӑма, юлашки тумлам юлмиччен!

Всю, до последней капли…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хамӑн партишӗн, рабочисен ӗҫӗшӗн пӗтӗм юнӑма паратӑп!

Я за свою партию, за дело рабочих всю кровь отдам!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн юнӑма сахал юхтарнӑ тетӗн!

Мне мало крови пустили!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юнӑма вӗрилентереҫҫӗ.

Волнуют мне кровь.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней