Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Юлашкинчен сăмах пирĕн базăра пур.
Юлашкинчен (тĕпĕ: юлашкинчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен (ӗҫ-пуҫ юлашкинчен пулчӗ-ши вӑл, варри тӗлӗнче-и, сӑмахӑн йӗрки ҫапла пырать) Укка темле майпа Клавьепе туслашса кайнӑ, тытӑнчӗ ун патне йӑрккама.

В последнее время Укка сдружилась с Клавье и стала то и дело забегать к ней.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫултан аташса каяттӑн, пур сукмаксене те ҫухататӑн, юлашкинчен, вӗсене шыраса ывӑнса ҫитсен, шӑлсене ҫыртатӑн та чӑтлӑхпала тӳрех, ҫӗрте выртакан хӑрӑк йывӑҫсем тӑрӑх, шурти чӳхенсе тӑракан тӗмескесем тӑрӑх уттаратӑн — юлашкинчен вара, яланах ҫул ҫине пырса тухатӑн.

Собьешься с дороги, потеряешь все тропы, наконец, устав искать их, стиснешь зубы и пойдешь прямо чащей, по гнилому валежнику, по зыбким кочкам болота — в конце концов всегда выйдешь на дорогу!

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Малтанласа сntin (континент) тесе ӑнланнӑ соntinent сӑмах, юлашкинчен, соntinuelle (пӗрмай) пулса тӑчӗ; indi, малтан indiens (индеецсем) текен сӑмах кайран indigenes (туземецсем) текен сӑмах пулса тӑчӗ, юлашкинчен, ndigence тенӗ сӑмах чӑнласа (асап) пулнине ӑнланса илчӗҫ.

Слово «contin», которое вначале толковалось «continent» (континент), стало впоследствии «continuelle» (постоянная); «indi», обозначавшее сперва «indiens» (индейцы), затем «indigenes» (туземцы), наконец, приобрело своё настоящее значение — «indigence» (нужда).

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна вӑл пуринчен малтан Южный Крест ятлӑ полюсран инҫе те мар ромб евӗрлӗ вырнаҫнӑ ҫӑлтӑра кӑтартрӗ, вӗсенчен пӗрисем пысӑкрах, теприсем пӗчӗкрех курӑнаҫҫӗ; унтан вӑл Кентавр ҫӑлтӑрӗсене кӑтартрӗ, вӗсем хушшинче ҫӗртен пуринчен те ҫывӑх ҫӑлтӑрӗ, Альфа текенскерӗ, чӑлтӑртатать, вӑл пиртен мӗн пурӗ те… вӑтӑр икӗ пин миллиард километрта анчах; юлашкинчен, Магеллан таврашӗнчи тӗтрене сӑнарӗҫ, вӗсенчен чи пӗчӗкки те уйӑхӑн куҫа курӑнакан диаметрӗнчен вуникӗ хут пысӑкрах вырӑн йышӑнать; чи юлашкинчен, пӗлӗтри «хура шӑтӑк» ҫине пӑхрӗҫ, унта пӗр ҫӑлтӑр та ҫук темелле.

В частности, он показал ему Южный Крест, созвездие из четырёх светил первой и второй величины, ромбообразно расположенных невдалеке от полюса; созвездие Кентавра, в котором сверкает самая близкая к земле звезда — Альфа, отстоящая от нас всего-навсего… в тридцати двух тысячах миллиардов километров; туманности Магеллана, из которых меньшая занимает в двенадцать раз больше пространства, чем видимый диаметр луны; наконец «чёрную дыру» на небе, где как будто совершенно нет звёзд.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашкинчен — 2009 ҫулта.

Последний раз в 2009 году.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Юлашкинчен вӗсем наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ.

Помоги переводом

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

Юлашкинчен вӑл сусӑра аллинчен ҫапса телефонне туртса илет.

Помоги переводом

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

— Купӑса туянатӑп, — тенӗ вӑл юлашкинчен.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлашкинчен вӗсем кӗпене те, сӗрме купӑса та сутма килӗшнӗ.

Помоги переводом

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Санран пытармалли ҫук ӗнтӗ, Орлова юлташ, — тенӗ вӑл юлашкинчен лӑпкӑ сасӑпа, анчах малалла пӗр сӑмах та чӗнмен.

Помоги переводом

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлашкинчен вӑл тӑван хулана ҫаврӑнса ҫитнӗ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлашкинчен — ҫӗнтерӳ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Автомобильсен магазинне кӗрсе курмарӑн-и? — ыйтрӑм унран юлашкинчен.

Помоги переводом

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

«Каятӑп Мускава, — шутланӑ вӑл юлашкинчен.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Юлашкинчен вӑл, ачасемпе сывпуллашсан, ман пата пычӗ.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Егор Петрович пекех интереслӗ те нумай пурӑнасчӗ, юлашкинчен ун пекех «ӑсран тайӑласчӗ», ватӑ ҫыннӑн романтики мӗнлине пӗлесчӗ, вилес пулсан — музыкӑпа, вилесчӗ…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫамрӑк ҫынсемпе калаҫма юрататӑп, вӗсемпе эпӗ хама та самаях ҫамрӑкланнӑ пек туятӑп, — терӗ вӑл мана юлашкинчен.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫулсем иртнӗ, Егор Петрович туяпа ҫӳреме тытӑннӑ, юлашкинчен вара йывӑр чирлесе ӳкнӗ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлашкинчен тӗнче шӑпланчӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней