Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗр ҫулӗ иртсе кайрӗ, хирӗҫ ватлӑх кунӗсем ыткӑнаҫҫӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ха, епле тулхӑрса ыткӑнаҫҫӗ вӗсем, тӑваттӑшӗ те…
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Упӑтесем — пит йӳрӗк, пит ҫивӗч чӗрчунсем, вӗсем йывӑҫ ҫинче пурӑнаҫҫӗ; вӗсем хӑйсен вӑрӑм ҫивӗч алли-урисемпе туратран турата, йывӑҫран йывӑҫа ярса илеҫҫӗ те йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ыткӑнаҫҫӗ.
Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Корзинӑсем, чемодансем, савӑт-сапа ҫӗмрӗкӗсем кӗтесрен кӗтессе ыткӑнаҫҫӗ.Из угла в угол носились корзины, чемоданы и осколки разбитой посуды.
Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Автомашинӑсемпе поездсем ыткӑнаҫҫӗ, ахаль ҫулсем тӑрӑх урапасем кӑлтӑртатаҫҫӗ?
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тупата, ҫакӑнта вертолет анса ларас пулсан, пурте таксисем ҫине ал сулса ун патнелле ыткӑнаҫҫӗ пуль?
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Юпасем те ыткӑнаҫҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унта та тӑвӑл ҫӗкленчӗ пуль, унта вӗри сывлӑш хумӗсем Укаҫ чӗрине пыра-пыра ҫапаҫҫӗ пуль, чӗри вӑйне пӗтересшӗн, Укаҫа ураран ӳкересшӗн енчен енне ыткӑнаҫҫӗ пуль, пӑтранаҫҫӗ пуль.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Йӑлтти-ялтти юлансем, Ыткӑнаҫҫӗ учӗсем.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ытти юлташӑмсем те кӗҫех Саша «куссине кусрӗҫ»: вӗсем те, ҫӑмӑл ача пулса, хӑйсене «старт» парса, ҫыр хӗррине ҫиҫтерсе чупса пыраҫҫӗ те шик те тумасӑр сакӑлтаналла ыткӑнаҫҫӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Манпа юнашарах сывӑ юлнӑ юлташӑмсем таса, тӑван ҫӗршӗн пурнӑҫӗсене пама та хатӗр туйӑмпа та тӑвӑлланса, пӗтӗм вӑй-халне карӑнтарса ыткӑнаҫҫӗ.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
— Чӗлпӗре туртма та кирлӗ мар, хӑйсемех ҫил пек ыткӑнаҫҫӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑвалла пуҫланать пуль тесе пынӑ вӑхӑтра утсем анаталла ыткӑнаҫҫӗ, анаталла анма хатӗрленсен тӑвалларах ҫул пуҫланать.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫавӑнпа-тӑр ҫавасем сулмаклӑрах ыткӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗрре кассах пӗр сенӗклӗх утӑ-курӑк хӑвараҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кайса курӑр, леш енчен чулсем ыткӑнаҫҫӗ унта, — хӗтӗртрӗ хӑйӗн ҫыннисене Максуд.
16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Булат Шнрин урама тухнине курнӑ иҫниксем, такам сасартӑк хускатнӑ пек, хӑйсен учӗсем патне ыткӑнаҫҫӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шухӑ кавалеристсем Виктӑрпа Миша урлӑ учӗсене сиктерсе ыткӑнаҫҫӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Иллюминаторӑн ҫаврака кӗленчи тулашӗнче чупакан хумсен симӗсрех чӑнкӑ сӑрчӗсем ҫӳлелле йӑралана-йӑралана улӑхаҫҫӗ те — мачча тӗлӗнче кӑштах чӳхене-чӳхене, карап сулӑмне пӑхӑнса шӑппӑн каллех аялалла ыткӑнаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.