Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пушкӑртра тарӑн ҫырмасенче шӑлсене шӑнтакан ҫӑл шывӗ юхни тӗлӗнтерчӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Витӗр шӑнса ларнӑ пӗҫернӗ ҫӗрулми шӑлсене парӑнмарӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗр ывӑҫ юр ӑсса илсе ҫӑварне хыпрӗ, шӑлсене чӗпӗтет.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та ҫӑвара уҫма та май ҫук иккен — сивӗ шӑлсене шартарса ярать.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Кин шӑл тухтӑрӗ пулни маншӑн лайӑх-ха: шӑлсене сиплӗ, ҫуккисем вырӑнне ҫӗнӗрен лартса парӗ», — ӗмӗтленнӗ Сулагаев.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Шӑлсене хӑш вӑхӑтра тасатсан аванрах?
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
18 ҫула ҫитмен яш-кӗрӗмӗн, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсен, ҫие юлнӑ хӗрарӑмсен шӑлсене шуратма юрамасть.
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
Шӑлсене мӗнле пӑхмалли тата упрамалли пирки Шупашкар хула стоматологийӗн пай пуҫлӑхӗ Елена Ильинична Федотова каласа кӑтартать.
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
Ҫак рехетре урамра хӳме ҫумӗнче выртса ҫывӑрнӑ, ирхи сивве пула шӑлсене шаклаттарса иртекен анчахрах ыйхӑран вӑраннӑ пӗр-пӗр ӳсӗр ҫапкаланчӑка е килӗнчен выҫлӑх хӑваласа кӑларнӑ пӗр-пӗр уксах-чӑлах ыйткалакана ҫеҫ тӗл пулма пулать…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Манӑнне ав шӑлсене ҫапса ӳкерчӗҫ, хӗрлӗ пиҫиххие туртса илчӗҫ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пирӗн ҫӑла хӑвӑр пӗлетӗр: шывӗ кӑрлач сиввинче мар, ҫулла та шӑлсене шантарать.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Виҫҫӗмӗш рет кукӑль ӑшӗ пек: малтан сӑмсаран ҫапса пите юнпа пӗветеҫҫӗ, ҫавӑнтах шӑлсене хускатса силлентереҫҫӗ.Сорт третий — с начинкой: разбивает в кровь нос и расшатывает зубы.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Каллех, шӑлсене шатӑртаттарнӑ пек ҫатӑртатса, чылай вӑхӑта чарӑнса тӑраҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ман шӑлсене лайӑх тӗпчесе пӑхсан, ученӑйсем ман ҫинчен — ку аш ҫиекен чӗрчун, терӗҫ.Обследовав внимательно мои зубы, ученые признали, что я животное плотоядное.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шӑлсене ҫыртрӑм, ҫаплах перетӗп, хам ҫав хушӑрах: «Персе антараймасан, Габуния пек, таран тӑватӑп», тесе шутлатӑп.
12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир пӗр-пӗрне шӑлсене кӑтартма пуҫларӑмӑр.
Анне хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Тасатас килсен-килмесен те, шӑлсене тасатмах тиврӗ.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Буратино, эсир йытӑсемпе ҫапӑҫса вӗсене ҫӗнтернӗ пулсан, пире Карабас Барабасран хӑтартӑр пулсан, малалла та хӑвӑра-хӑвӑр маттур пулатӑр пулсан, — сире аллӑрсене ҫӑвассинчен тата апат умӗн шӑлсене тасатассинчен хӑтарать-ха тесе ан шухӑшлӑр… — терӗ.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Ах, мӗнле телей! — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах ҫавӑнтах пысӑк ҫын сасси пек сасӑпа: — Ачасем, халех ҫӑвӑнса шӑлсене тасатма кайӑр. Артемон, ачасене пусӑ патне илсе кай, — терӗ.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.