Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑхӑт шухӑшламашкӑн лайӑх.
27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Татӑклӑнах — сирӗн хӑратаканни нимӗн те ҫук (ӑшӗнче вара урӑхла шухӑшлать), анчах та сире татах тӗпчемелле малашне те сиккелеме юратӑр тесе татӑклӑн пӗтӗмлетес тӗллевпе, ҫавӑнпа ыран мар тепӗр кун — урӑхла шухӑшламашкӑн хистекен улшӑнусем пулмасан — консилиум пухатӑп.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Преступнике тивӗҫлӗ мӗн пур шанманлӑха сирсе ярса пӗтӗмпех умне кӑларса тӑратрӗ: наркӑмӑш янине, Джессипе пулса иртнӗ самантсене, тарҫӑсен сӑн-питне; хӑрушлӑха асӑрхама тӑрӑшать пулин те — вӑл курӑнмасть: унӑн сӑмахӗсенче те, куҫӑмӗ-хусканӑвӗнче те; Джессие аппӑшӗн ирхи тӗлӗнмеллерех визичӗ пирки каярахпа пӗртен пӗр япала кӑна — кӑпӑкланма чарӑннӑ стакан — шухӑшламашкӑн хистеме пултарать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Геза ик ҫӗр фунт тӳлесен эпӗ, вӑл хӑйне ӳкӗте кӗртнине ҫапла тӗплӗн уйласа хакланӑран, ун умӗнче парӑмлӑ тесе урӑх шухӑшламашкӑн тивӗҫлӗ мар.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эпӗ вӑйӑҫа шухӑшламашкӑн нихӑҫан та чӑрмантармастӑп.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӑхса тарӑннӑн тишкерме тивӗҫлӗ кӳлепесемпе сӑнсем кӑларса тӑратать тепӗр чухне этемлӗх, куҫсемпе тӗпчемесен — кӑсӑклӑха лекнӗ сӑнавҫӑ ӑна тӗлӗнтерсе аптӑратакан сӑн-сӑпатра чи тӗппине ӑнкараймасть; ҫавнашкал сӑн-сӑпат, хӑйне мӑнттай кӑрккалла тытнин хӑй евӗрлӗхӗшӗн ютскер, куҫпа тишкерсе туйни-хакланин тӗшши кӗнекерен кая мар тесе питех те уҫӑмлӑн, ӗненмелле шухӑшламашкӑн хистет; пӑхас-курас пултарулӑх нумай-нумай ҫыншӑн шӑпах та — тӗпчемен чӗлхе: хайхи эсперантистсем хавхаланса та хӗрӳллӗн пире ҫавӑн пирки ҫирӗплетеҫҫӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Апла шухӑшламашкӑн мана ҫиччӗсенчи ҫапкаланчӑк ача калани хистет; вӑл чӗвен тӑчӗ те: «Туртмалли пар-ха, тете!» — терӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
«Ҫуркунне» ятлӑ ӳкерчӗкре пылчӑк ҫӑрӑлакан ҫулпа кӗрхи вӑрман сӑнланнӑ; «Ҫуллара» — юр кӗрчӗсен хушшинчи пӳрт; «Кӗркунне» ҫу уйӑхӗнчи ҫаран ҫинче ташлакан чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ ҫамрӑк хӗрарӑмсен кӳлеписемпе аптӑратать; тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлле» — вӗчӗрхенчӗк ҫынна чӑнлӑхпа ӑн хутшӑнӑвӗсем пирки шухӑшламашкӑн хистетех-тӗр, мӗншӗн тесен ҫак сӑнарлавра шӑрӑх кун тара ӳкнӗ мӑнтӑр ҫынна ӳкернӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Чӗрӗлле тир сӗвекен ҫакскер… ҫак этем ҫынла кулаясси пирки хама шухӑшламашкӑн хистеме, вӑйпах хистеме епле мехел ҫитертӗм?».
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Епле хӑятӑр ман пирки ҫапла усал шухӑшламашкӑн!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кам пӗлет, тен, куҫ умӗнчен кая пӗлмен тискерлӗхе ҫапла майпа тӗтрелентерчӗҫ вӗсем, тен, пачах урӑхла, хӑйсене тем тума пултаракан паттӑр вырӑннех хучӗҫ, тен, кӑмӑл самантсерен улшӑннине кура, апла та, капла та шухӑшламашкӑн ӗлкӗрчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Карап ҫинче ӗҫлеме тытӑнсан хӑйне лере, Капернӑра, нихӑҫан та вилмен тусӗ кӗтет тесе шухӑшламашкӑн пуҫлӗ — вара, тинӗсрен таврӑннӑ чухне, килнелле вилӗ ӗмӗтӗн хуйхипе ҫывхарса пырӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Шухӑшламашкӑн пӗр минут паратӑп, — терӗ комиссар, сехет кӑларса хурса.— Одна минута на размышление, — сказал комиссар, выкладывая часы.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Воропаевӑн халӗ шухӑшламашкӑн каллех вӑхӑт нумай.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
…Тӑван ҫӗре ҫав тери юратмалла, Ху ҫинчен те манмасӑр, Ҫулӑмра та, пурнӑҫпа татӑлсан та, Ун шӑпи пирки шухӑшламашкӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫынни вӑл чипер ҫынах-ха, шухӑшламашкӑн та ӑсӗ ҫитет, туйӑм тени кӑна ҫук, ҫапах та вӑл, пыра киле, ыттисемпе пӗрле ҫӗкленсе кайса, мӗн пулассине чунӗпе шана пуҫларӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Аслӑ ӗҫ ман пӗтӗм вӑхӑта илет, сан ҫинчен шухӑшламашкӑн кӑштах та пушанаймастӑп.Великое дело поглотило меня целиком, у меня нет ни минуты свободной, чтобы подумать о твоей судьбе.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑнтан ҫӗр километрта ҫеҫ пӑшӑхса пиҫнӗ нимӗҫ салтакӗсем тискер кайӑксем пек ҫак чаплӑ ҫуртсем патне, уяври пек ялтӑртатса тӑран ҫулахи Нева патне, Биржӑпа Кермен кӗперӗсем хушшинче ҫӗнӗ сквер енне талпӑнса туртӑнаҫҫӗ тесе шухӑшламашкӑн ӑс-пуҫ та ҫитерес ҫук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам кайсан ӑна ӑҫта, епле вырнаҫтарса хӑварасси ҫинчен шухӑшламашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ун ҫинчен манӑн Петьӑпа калаҫса пӑхас килетчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2