Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗпӗртемесӗр (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, хӗпӗртемесӗр!

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Хӗпӗртемесӗр!

Помоги переводом

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав сӑввӑн вӑйӗпе, илемӗпе тата ҫут ҫанталӑк вӑйне кӑтартнипе хӗпӗртемесӗр тӑма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен, ҫитменнине тата, ҫав вӑхӑтра латин чӗлхипе илемлӗ сӑвӑсем ҫырма пӗлмен-ха.

Так что она не могла не почувствовать восхищения от силы и изящества этих стихов, тем более, что латинский язык был еще беден и не имел знаменитых поэтов.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ара, ӑҫтан-ха хӗпӗртемесӗр чӑтӑн: машини вӑл, нӑйласан-нӑйласан, пурпӗрех тухать, вӗсен вара — ҫуран утасси ҫук!

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Иксӗмӗр пӗрле пурӑнсаччӗ вӗт-ха эпир, — хушса хучӗ вӑл, пӗр хӗпӗртемесӗр тумасӑрах, Володя ҫине ыйтуллӑн пӑхса.

— Ведь мы с тобой вместе жили, — прибавил он без всякого выражения удовольствия, вопросительно глядя на Володю.

11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Эпӗ хама пур енчен те тӗрӗс тыткаламанни вӑл эсӗ хӑвна пур енчен те тӗрӗс тыткаланине пӗлтермест-ха, — ҫирӗппӗн тӑсрӗ хӑйӗн сӑмахне Валентина, — санӑн тӗрӗсмарлӑху вӑл — эсӗ савӑнӑҫсӑр, хӗпӗртемесӗр ӗҫленинче.

— Но если я была полностью неправа, это еще не значит, что ты был полностью прав, — твердо продолжала Валентина, — и твоя главная неправда в том, что ты работаешь невесело, нерадостно.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗпӗртемесӗр епле тӳсес ӗнтӗ: эпӗ паян пиллӗк тултартӑм!

Как не радоваться: сегодня мне исполнилось целых пять лет!

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Хӗпӗртемесӗр — хӗпӗртеҫҫех, хӗпӗртеҫҫех ӗнтӗ.

— Ну, само собой разумеется.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней