Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗлместӗп, ӑнланмастӑп… анчах сана Рим алли хирӗҫтерет пулас, ҫав хирӗҫӳ пирӗн хушшӑмӑра мӗнле майпа килсе кӗнине ӑнланма пултараймастӑп.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ак, мӑшкӑл, хушшӑмӑра сӗкӗннӗ Надсон, Хушар, лартчӑр ӑна алфавит вӗҫне!Между нами — вот беда — позатесался Надсон Мы попросим, чтоб его куда-нибудь на Ща!
Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.
Хушшӑмӑра шӑпах трамвай пӳлсе хучӗ, трамвай иртсе кайсан вӗсем виҫҫӗшӗ те халех кама та пулин ҫапса ӳкерес сӑнарлӑн бульваралла ыткӑнчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
4. Пире пӑхӑнтарасшӑн эпир Иисус Христос урлӑ илнӗ ирӗкӗмӗрпе мӗн тунине вӑрттӑн пӑхса тӑма пирӗн хушшӑмӑра систермесӗр кӗрсе кайнӑ суя тӑвансемпе — 5. Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ сирӗнте тӗрӗс упрантӑр тесе — эпир самантлӑха та килӗшмерӗмӗр, вӗсене парӑнмарӑмӑр.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Халӑх ҫийӗнчех каялла таврӑннӑ, вара халӑх пуҫлӑхӗсем Даниила каланӑ: пирӗн хушшӑмӑра килсе лар та пире пӗлтер, мӗншӗн тесессӗн Турӑ сана аслӑ пуҫлӑх турӗ, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпир ҫак парне вырӑнне шикленнипе турӑмӑр, каярахпа сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сирӗн Израиль Турри ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур! 25. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑра Ҫӳлхуҫа Иордан шывне чикӗ туса хунӑ, сире Ҫӳлхуҫаран пай ҫук» теесрен шикленсе турӑмӑр.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр; 11. ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ тата каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ: 13. Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1