Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Халӑхӑмӑр (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи литературӑна илсен, пирӗн ӗнтӗ яланах ҫакна асра тытмалла: халӑхӑмӑр ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен, ӗлӗкхипе танлаштарсан, питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Халӑхӑмӑр пирӗн пур енӗпе те пултаруллӑ.

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Айтӑр-ха хамӑрӑн пепкемӗрсене сӑпкаранах чӑвашла калаҫма вӗрентер: ҫепӗҫ те капӑр чӗлхеллӗ халӑхӑмӑр тӗнчере ан пӗттӗр — ӗмӗр-ӗмӗр сывӑ пултӑр!»

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн халӑхӑмӑр наукӑпа техника ӑнӑҫлӑ вӑй илсе пынипе чӑнласах мӑнаҫланма пултарать.

Помоги переводом

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

«Ҫапла, Александровпа Орлов пек паттӑрсем халӑхӑмӑр лӑпкӑ пурӑнтӑр тесе пуҫ хураҫҫӗ пулин те, вӗсен вырӑнне милицие пултаруллӑ, вӗреннӗ, ӗҫе лайӑх пӗлекен, хастар ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫу-ук, кивӗ тӗнче юлашкисем нумай иртӗхеймӗҫ, шалҫи тулатех вӗсен. Чӑвашра та, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче те ӗмӗрлӗхех тӗп тӑватпӑр вӗсене», — шухӑшларӗ Крапивин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑхӑмӑр утса тухнӑ кун-ҫула, вӑл пурӑннӑ вырӑнсене картта ҫинче кӑтартса панӑ.

На карте также подробно указаны места, где волею судьбы оказывался наш народ.

Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30681.html

Анчах эпир хамӑрӑн тӑван халӑхӑмӑр пирӗншӗн тӑрӑшнине туйса тӑратпӑр.

Но мы чувствовали заботу о нас благодарных соотечественников.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗҫчен, пултаруллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, каланине итлет — тата ытти сӑмах та сахал мар каласа хӑварнӑ аслӑ ҫыравҫӑ пирӗн халӑхӑмӑр ҫинчен.

Помоги переводом

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Халӑхӑмӑр та ҫавӑн пек мар-и?

Так, наверно, жило и живет все человечество…

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эп пӗччен мар, тӑванӑмсем, халӑхӑмӑр паттӑр! — шав ҫинче илтӗнсе кайрӗ унӑн янравлӑ сасси.

Сказал, перекрывая шум толпы: — Не я один богатырь, мои родные, весь народ — богатырь!

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсене пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ.

Этому способствуют уникальное географическое положение, наш очень добрый и отзывчивый народ, трудовые, культурные и научные традиции.

Чӑваш авторномийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/06/24/vrio-g ... avlyaet-so

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хӑрушӑ ҫулӗсем вӑхӑтӗнче тӑван халӑхӑмӑр тӳснӗ йывӑрлӑхсене, ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене, вӑрҫӑ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыва ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратассипе ырми-канми ӗҫленӗ ентешӗмӗрсене аса илчӗҫ, вӗсене асӑнса шӑплӑх минучӗ ирттерчӗҫ.

Вспомнили о тех, кто испытывал все трудности лихолетья Великой Отечественной войны, кто сложил голову на полях сражений, земляков, которые после войны неустанно трудились над возрождением родной страны, почтили всех минутой молчания.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Эпӗ сана ҫакна калам: халӑхӑмӑр ҫавӑн пек пирӗн…

А я тебе на это отвечу: такой уж у нас народ…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӑхӑмӑр чӗлхи ҫав тери пуян, ҫак пуянлӑхӑн 20-30 процентне кӑна ӑса илсен те общества ку таранччен пӑсӑлмӗччӗ.

Помоги переводом

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Ахальтен мар ӗнтӗ халӑхӑмӑр сӑмахлӑхӗнче унӑн тӗп тӑшманӗ ялан пекех тутар сӑнарӗпе калӑпланнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӗлӗ сӑмахӗсенче вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыруллӑ культура витӗмӗ те палӑрать, халӑхӑмӑр пӑлхар цивилизацийӗн ӑшшипе пиҫӗхни ҫинчен каласа парать.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

23. Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.

23. И угодно было народу принять этих мужей с честью и внести запись слов их в открытые народные книги, на память народу Спартанскому. А список с этого мы написали для первосвященника Симона».

1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

59. Халӑхӑмӑр, сӑваплӑ Ҫуртӑмӑр хӗн-хӗр тӳснине куриччен ҫапӑҫура пуҫ хурар!

59. Ибо лучше нам умереть в сражении, нежели видеть бедствия нашего народа и святыни.

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней