Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ним тума аптранӑ енне, ялти улмуҫҫисене пӗрре кӑна мар силлесе курнӑ-ха та, тытать силлет йывӑҫ вуллине.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
«Улмуҫҫисене касса пӑрахса, пахча ҫимӗҫ кӑна туса илме пуҫлам мар-ши?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Повеҫӗн пӗрремӗш варианчӗ пачах урӑхлаччӗ — унта колхозӗ те, ӑна ертсе пыракансем те, хӑш-пӗр ҫӗр ҫыннисем хӑйсем те хӑрӑк улмуҫҫисене аса илтеретчӗҫ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тӗрӗссипе, эрех тӗп турӗ вӗт пыл хурчӗсемпе улмуҫҫисене, эрех!
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Утарпа сад пахчи юхӑннӑшӑн вӗсем хӑйсене е Бархатова мар, ҫутҫанталӑкри сарӑмсӑр пулӑмсене айӑпланӑ: пыл хурчӗсене темле чир тӗп тунӑ, улмуҫҫисене хӗллехи хаяр сивӗ хӑртнӑ имӗш…
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хайхискер пыл хурчӗсемпе улмуҫҫисене лайӑхрах пӑхма пӗлнӗ тетӗр-и?
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юлашки кунсенче вӑл кашни каҫах ҫур ҫӗр иртиччен — ялта ача-пӑча лӑпланиччен — мунча ҫенӗкӗнче ҫывӑрать иккен: улмуҫҫисене хураллать.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Вырса пуҫтарса ӗлкӗреймен тырра ҫапса ӳкерме пултарать, вӑрманти йывӑҫсене тӑпӑлтарать садри улмуҫҫисене силлесе, хуҫса пӗтерет хуралт ҫийӗсене сӗвет — кулянса шухӑшларӗ Савин мучи, — анчах мӗн тӑвӑн: пирӗнтен ыйтса тӑмасть вӑл.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Мулкачсем те улмуҫҫисене кӑна мар, вӑрманти ытти ҫамрӑк йывӑҫсене те кӑшласа сӑтӑр тӑваҫҫӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Улмуҫҫисене хӗлле мулкачсем кӑшласа сӑтӑр тӑваҫҫӗ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Сӑнатӑп хам алпа лартнӑ улмуҫҫисене.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Садри ҫамрӑк улмуҫҫисене курсан, унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ҫуталса йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Ҫак улмуҫҫисене кайса курни ман кӑмӑла пӑсрӗ, киле ҫитсен хам хуйхӑ ҫинчен асаттене каласа патӑм, хам сӑмаха ҫав шӑшисене йӑлтах ҫапса вӗлерсе пӗтернӗ пулӑттӑм тесе вӗҫлерӗм.
Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.
«Нӑрӑсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ: улмуҫҫисене, чие, слива йывӑҫҫисене. Вӗсенчен тухӑҫ илесси ҫук ӗнтӗ. Унччен 10 минутра пӗр нӑрӑ ҫеҫ вӗҫсе иртнӗ тӗк халӗ каҫсерен урама тухма ҫук. Ҫынсем тахҫанах кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, анчах усси ҫук», — пӗлтернӗ хӗрарӑм.
Сӗнтӗрвӑррисене сар нӑрӑсем тарӑхтараҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32019.html
Йывӑҫҫи вара питех те лайӑх улмуҫҫи пулса тӑнӑ; ун патне ытти пахчасенчен те килсе, турачӗсене урӑх улмуҫҫисене сыпма иле-иле кайнӑ.
III // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Ача чухнехине аса илтерекен пӗр япала та курмарӗ: пӳрчӗ никӗсӗ ҫӗрнӗрен ишӗлсе аннӑ, кукашшӗ лартнӑ улмуҫҫисене выльӑхсем хуҫса пӗтернӗ, тавралла мӑян, пиҫенпе вӗлтрен курӑкӗ чашкӑрать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Фанагорийка ҫинчен йӑсӑрланса хӑпарнӑ аял тӗтре тирексене, улмуҫҫисене хупласа илсе Абадзеха ту хырҫине манран хупӑрласа лартрӗ.Низкий туман, поднявшийся от Фанагорийки, затопил тополя, яблони, закрыл хребет Абадзеха.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Улмуҫҫисене йӗри-тавра тирпейлӗн канавсем чавса ҫавӑрнӑ, тунисене сӑтӑрҫӑсем тивесрен улӑм пӑявсемпе чӗркесе хунӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ, аттене пулӑшса, ҫип-ҫинҫе улмуҫҫисене шӑтӑк тӗлӗнче тытса тӑраттӑм, сасартӑк Виктор Нехода чӗнсе шӑхӑрнине илтрӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ватӑлнӑ улмуҫҫисене кӑкларӗҫ, вӗсен вырӑнне ҫамрӑк улмуҫҫисем лартрӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
- 1
- 2