Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗмӗн куҫӗ тӳрленсен, килес ҫул ӑна эпӗ Ҫӗрпӳри мӑнастыре, Ишеке илсе кайӑп, вӑй ҫитнӗ таран турӑ амӑшӗ умне те, Микул турӑ умне те ҫуртасем илсе лартӑп.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Суранӗ тӳрленсен Хура Ҫӑлтӑр ҫирӗпленсе кайрӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Тӳрленсен, кайран илетӗр-и?
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫивӗчӗсене ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса, ура ҫине тӑрса тӳрленсен, вӑл ҫӳллӗ те яштак пӳллӗ хӗр пулни курӑнчӗ…А когда, откинув косы, встала на ноги и выпрямилась, то оказалась высокой и стройной…
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халь ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлтеретӗп сире, аттем: манӑн сурансем тӳрленсен те, эсир мана часах киле таврӑнасса ан кӗтӗр, мӗншӗн тесен пӗрреччен, ҫапӑҫу умӗн Щорс хӑйӗн большевикла формулине ҫапла каласа пачӗ: «Революци хушать, Совет влаҫӗ приказ парать, пирӗн, большевиксен, мӗн хушнине тумалла, ҫӗнтермелле», терӗ.
Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
— Эсир общество тӳрленсен айван ҫынсем те, хаяр ҫынсем те юлмӗҫ, тесе шутлатӑр-и? — терӗ Анна Сергеевна.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ун суранӗ ҫине пӑхмарӗ те, лаша темле хыпӑнчӑклӑн туртӑкаласа кӗлеткипе тӳрленсен тата хуҫинчен тем пирки каҫару ыйтнӑ пек пуҫне лашт усса сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине ӳксен ҫеҫ пӑртак пӑрӑнса тӑчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, Ксени халӑх хушшинчен Васенӑн хаваслӑ сассине хирӗҫ чӗнсе кӑшкӑрнине илтсен, юпа пек хытса тӑчӗ, вакун картлашки ҫинчен аннӑ чухне йӳнесӗр ярса пусрӗ, сӑмси ҫинчен шуса ӳкекен куҫлӑхне аран-аран ярса тытрӗ, тӳрленсен, Васенӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан аппӑшне турткаланине курчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр ҫулталӑкран курӑпӑр унта: хӑв тӳрленсен, каялла илӗпӗр.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Тӳрленсен вара пирӗн участокра ӗҫлеме пыратӑн-и?
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну, калӑпӑр, кушак та пулин чавса илтӗр, е, пӗрех хут, ӳкес, ҫапӑнас, аманас — ҫапах мӗн те пулсан асӑнмалӑх, ыратни тӳрленсен савӑнмалӑх, пулӗччӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1