Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӗплӗнрех (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӗнер тыткӑна лекнӗ пирӗн салтаксене хӑвӑр персе вӗлерни ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха?» — терӗҫ ӑна.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗплӗнрех вӑрҫӑ хыҫҫӑн каласа парӑп»…

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нандарадж ят Александр Македонскипе ҫапӑҫнӑ Нанда йӑхӗнчи ҫын пирки систерет, ҫакӑн пирки тӗплӗнрех антика ҫӑлкуҫӗсем (сӑмахран, Мегасфенӑн Индики ) пӗлтереҫҫӗ.

которая упоминает о казни царя Калинги по имени Нандараджа, что намекает на представителя династии Нанда, воевавшей с Александром Македонским, о чём детальнее сообщают античные источники (в частности, Индика Мегасфена).

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Уйрӑм муниципалитетӑн майӗсен вӑй-хӑватне тӗплӗнрех ӑнланма муниципалитет профилӗсене туса хатӗрлерӗмӗр.

Для более детального понимания потенциальных возможностей отдельного муниципалитета разработали муниципальные профили.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла майпа вӗсем тӑван кӗтесӗн культурипе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе тата уйрӑмлӑхӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарчӗҫ.

погружаясь в культуру, самобытность и уникальность своей малой родины.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Уяв мероприятисем пирки тӗплӗнрех ҫак ссылкӑпа https://cheboksary555.ru/ паллашма пулать.

Помоги переводом

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Авала кӗрсе кайма юратарах панӑ хӑш-пӗр писательсем вулакансемпе критиксене хӑйсен темиҫе кӗнекерен тӑракан романӗсемпе илӗртрӗҫ пулин те, пирӗн писательсен пысӑк йышӗ — тӗп вӑйӗ — каялла туртакан ҫулпа каймарӗ, яланах халӑхпа пулса, паянхи пурнӑҫа тӗплӗнрех вӗренме тытӑнчӗ, малалла пӑхрӗ, хальхи ҫинчен ҫырма йывӑр тенине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тӗплӗнрех район хаҫачӗн ҫитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратӑр.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗнче каласа парӑпӑр.

Помоги переводом

Самбо пирӗн округра та вӑй илӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bb%d3%97/

— Ӑҫта суранланнине каламарӗҫ-и ывӑлусем, Семен Павӑлччӑ? — тӗплӗнрех пӗлесшӗн пулчӗ Мария Тимофеевна.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле Ахмадишша? — тӗплӗнрех пӗлесшӗн хастарланчӗ Укань, тӑмананни пек куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хура Ҫимунӑнни пек пӑлатна мар ун кӗлетки, — тӗплӗнрех аса илме тӑрӑшрӗ Петӗр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку хыпара кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен маларах илтнӗшӗн хӗпӗртесе-ши, тата тӗплӗнрех пӗлес тесе-ши, упӑшки умне тӑрсах ыйтрӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ тӗплӗнрех каласа панине илтесшӗн килнӗ эп.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине тӗплӗнрех шырӑп-ха, эппин.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

«Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче строительсенчен тӑрса юлнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ чухне, — пулса иртнине тӗплӗнрех палӑртма тӑрӑшса-ши е кӑмӑлӗ питех маррипе-ши, — васкамасӑр ҫырчӗ вӑл:

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те Рухлядев профессортан тӗплӗнрех ыйтса пӗлме шутларӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асӑннӑ проекта пирӗн район та хутшӑнассине пӗлсенех эпир кун пирки район администрацийӗн экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай начальникӗнчен Алина Ярабаеваран тӗплӗнрех ыйтса пӗлес терӗмӗр.

Помоги переводом

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Часах эпӗ ку чечек пирки татах та тӗплӗнрех пӗлтӗм.

Очень скоро я лучше узнал этот цветок.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ун вӑрттӑнлӑхне тӗплӗнрех уҫас тесе ман чылай тӑрӑшмалла пулчӗ:

И я попытался разузнать побольше:

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней