Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗлӗнмеллисем (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн Чемейре, ачам, чиркран та хытӑрах тӗлӗнмеллисем пур, — хуравлать пӗр мучи, шурӑ сухалне мӑнаҫлӑн шӑлкаласа.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Ҫӗр ҫинче ялсемпе хуласем сапаланса лараҫҫӗ, вӗсенчи кашни ҫуртрах ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, тата кашни ҫыннӑн хӑйӗн историйӗ пур, — тен Кольӑпа Ленӑн историйӗнчен те ытларах тӗлӗнмеллисем те пуртӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Уншӑн пурте хатӗр: тумтир те хатӗрленӗ, хрусталь савӑт ҫине фонтан сирпӗтсе тӑрать; вӑл ҫӑвӑнать, тумланать, татах тӗлӗнмеллисем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ: чейпе кофей сӗтел ҫинче, вӗсемпе пӗрле тутлӑ ҫимӗҫ те килсе тӑнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Пирӗн разведчиксем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗрлӗ тӗлӗнмеллисем нумай шухӑшласа кӑларчӗҫ, вӗсем ҫинчен эпӗ каламастӑп ӗнтӗ, Чередников пичче тӑшман шухӑшне туйса илсе, пӗлсе тунӑ сассӑр разведкӑна кӑмӑлларах парать.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Тӗлӗнмеллисем тӗл пулкалаҫҫӗ.
XXXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Страницы:
- 1