Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ырӑ тӗлӗксене ирхине вӑрансан аса илеттӗм те ҫӑмӑл кӑмӑлпа вырӑн ҫинчен сиксе тӑраттӑм…
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Ку эрнере тӗленнӗ тӗлӗксене сӑнӑр.
5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пӗр кивӗ йӑла кӑна пур унӑн: тӗлӗксене питӗ ӗненет те, вӗсем ҫинчен каласа пама юратать.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Манӑн пурнӑҫ ҫук, ҫавӑнпах ҫав тӗлӗксене курас килчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ хытӑ ҫывӑраттӑм, ыйха эрехрен те ытларах юратнӑ, куракан тӗлӗксене те юрататтӑм.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ тӗлӗксене яланах хытӑ ӗненеттӗм, яланах, турӑсем хама тӗлӗкре мӗн тума хушнӑ, ҫавна тӑваттӑм.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Наталья ун сӑмахне нимӗн чӗнмесӗр, ыйхӑллӑ куҫӗсене мӑчлаттарса итлерӗ, вара анасласа илсе: — Эпӗ тӗлӗксене манатӑп ҫав, — терӗ.Наталья, молча мигая сонными глазами, выслушала его и сказала, зевнув: — А я забываю сны.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑмахран, эпӗ канлӗ ҫывӑртӑм, вӑрҫӑчченхи тӗлӗксене куртӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫавӑнтанпа вара ырӑ тӗлӗксемпе хутӑшса кайнӑ йывӑр хӑрушӑ тӗлӗксене ҫеҫ астӑватӑп.С этого момента я помню только тяжелые кошмары, перемешанные со счастливыми сновидениями.
ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Юлашкинчен вара, вӑл кӗтнӗ хӑрушлӑх та ҫитрӗ: ача чухне курнӑ тӗлӗксене Петр тепӗр хут кура пуҫларӗ.Наконец худшие ее опасения сбылись: к юноше вернулись тревожные сны его детства.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— «Леш тӗлӗксене те текех курмӑп-и?»
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫак ыйхӑсӑр, лӑсканчӑклӑ каҫ, пӗчченлӗх туйӑмӗ, уйӑхӑн тикӗс, тӗксӗм, чӗрӗ мар ҫути, ура айӗнчи хушӑкӑн хуралса тӑракан тарӑнӑшӗ тата хӑйпе юнашар ларакан чӗмсӗр, хӗненине пула тӑнран тухнӑ салтак — пурте, пурте ҫаксем ун умне темле ниҫта юрӑхсӑр, питӗ асаплӑ тӗлӗк евӗррӗн тухса тӑчӗҫ, унашкал тӗлӗксене ҫынсем, тен, тӗнче пӗтес умӗнхи юлашки кунсенче ҫех курма пултараҫҫӗ пулӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӗри унӑн темле аван мар хӗснӗн туйӑнчӗ, тин кӑна курнӑ тӗлӗксене астуса, вӑл халӗ ӗнтӗ чӑнахах сура-сура илчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сан каҫхи вырӑну ҫийӗн смарагд ҫакса хурӑп эпӗ, хӳхӗмскерӗм: ан тив, ухмахла тӗлӗксене хӑвалатӑр вӑл санран, чӗрӳ таппине лӑплантартӑр та тӗксӗм шухӑшсене сирсе ятӑр.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫавна пула ӗнтӗ, суд тума, канашпа пулӑшу пама, тавлашӑва татма, ҫаплах ӑнланмалла мар сисӗм-палӑрӑмсемпе тӗлӗксене тӑнлантармашкӑн ыйтса, Палестинӑн пур кӗтесӗсенчен те калама ҫук йышлӑн килнӗ ун патне халӑх.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗлӗксене ӑнлантарса паракан ҫӗнӗ кӗнеке-и, Херасков ҫырнӑ Россияда, е Сумароковӑн трагедийӗсем-и тата виҫӗмҫулхи Ведомостьсем-и — вӑл пурне те пӗр пекех килӗштерсе вулать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн калаҫкаласа илет:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, шӑпах ҫав самантра ача чухнех курнӑ тискер тӗлӗксене асӑма илтем пулӗ, тӗлӗксенче мана вӗлеретчӗҫ те, путаратчӗҫ те, — вӑрансанах вара хам сывӑ иккенне туйнипе тем пек хӗпӗртеттӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗлӗксене ӗненмесӗр тӑр ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Халӗ вара сана калатӑп: 8. Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9. мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2