Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ юратнӑ чӗре тӗл пулнӑ пек чухне хӑйсен асаплӑ туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшмасӑр мӗнле тусейччӗр!
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Турӑ пилленӗ пурнӑҫпа ҫырлахманни, чунна ҫӑласшӑн тӑрӑшмасӑр ҫӗр ҫинчи илӗртмӗш пурнӑҫ хыҫҫӑн кай-ни — питех те пысӑк ҫылӑх.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑшӑ ҫӗрте этем аллине пурте ҫӑмӑллӑн, тӑрӑшмасӑр пырса кӗрет тени тӗрӗс мар.Неверно, будто в жарких странах человеку все дается без труда.
Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр мӗн пултӑр; Амӑшӗн хӑрах алли вутра, хӑраххи шывра теҫҫӗ ун пек чухне.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html
Турунов мӗнлерех бригадир пулнине ӑнланса илме тӑрӑшмасӑр, ҫын сӑмахне итлесе, инерципе ҫӗклесшӗн-шим унӑн ятне-сумне?..
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Суккӑр юрату ку, хисеплекен ҫыннӑн ҫитменлӗхӗсене курма тӑрӑшмасӑр е, унтан та ытла, курнӑ ҫӗртех курмӑш пулса, каҫарса суккӑрланни, терӗм эпӗ кун пирки.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл хӑйне кирлӗ пек утма, куҫма, кирек хӑш вӑхӑтра ӗҫме те ҫиме, кирек мӗн тума, никамшӑн та тӑрӑшмасӑр пурӑнма пултарать.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кунта янӑ ҫар специалисчӗсем (сапожниксем темелле вӗсене) ӑнланмалла та мар сӳрӗккӗн, пӗр тӑрӑшмасӑр ӗҫлеҫҫӗ.Назначенные сюда военные специалисты (сапожники) работают с непонятной вялостью и халатностью.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑйшӗн ҫапла ним те тӑрӑшмасӑр ҫав тери пысӑк граждан паттӑрлӑхӗпе ӗҫленинчен шалтах тӗлӗнсе, его величество ирӗксӗрех иккӗленсе: вӑл тӗрӗс мар пулӗ, терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Виктор математикӑна начар мар пӗлет, — типпӗн хуравлать Анна Николаевна, Антонов пек ҫӑмӑллӑн калаҫма тӑрӑшмасӑр.— Виктор неплохо знает математику, — отвечает Анна Николаевна сухо, не в тон Антонову.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнисӗр пуҫне Ефимушка урӑх ним ҫинчен те калаҫмасть, ӗҫлессине те вӑл пӗр тикӗссӗн ӗҫлемест, — хӑш чухне пит аван, хӑвӑрт ӗҫлет, хӑш чухне унӑн ӗҫӗ ӑнмасть, йывӑҫ мӑлатукӗ тӑрӑсене ӳркенсе, тӑрӑшмасӑр ҫыпӑҫтарса хурать, шӑтӑксем хӑварать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ырӑ ятшӑн ҫунма пӑрахрӑм (виҫҫӗмӗш пуласси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук ӗнтӗ), юлашки экзаменсене тӑрӑшмасӑр, пӑлханмасӑр ирттерсе ятӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӳррӗн, ним пытармасӑр, ним те шухӑшласа кӑлармасӑр, хӑвӑртан ӑслӑрах пулма тӑрӑшмасӑр ответ парӑр.Отвечайте просто, искренно, ничего не выдумывая, не притворяясь умнее, чем вы есть на самом деле.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн талантӑм сӳнсе пырать, эпӗ темле пӗр енлӗ пулса пыратӑп; эпӗ тирпейсӗр, тӑрӑшмасӑр вылянӑ рольсем пур, вӗсем маншӑн тӳсмелле мар пулса тӑчӗҫ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Анчах кунпа пӗрлех Альбертовна хӑйне те, ыттисене те акӑ мӗн каласа ӗнентерет: укҫапалан Николай Юрьевич кӑна хуҫаланнӑ-тӑк, хваттерте ҫак сӗтел-пуканпа ҫак апат-ҫимӗҫ ҫеҫ мар, хваттерӗ хӑй те пулас ҫук — вӑл, меммескер, арӑмӗ тӑрӑшмасӑр кунашкал хваттер ӗмӗрне илейместчӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл тӗллемесӗр, хатӗрленмесӗр, кама та пулин вӗлерме тӑрӑшмасӑр, тӳпенелле тӗрлӗ хӗҫпӑшалпа хавхаланса перет.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ӑҫтан лекме пултарнӑ вӑл сирӗн алла? — тесе ыйтрӗ Исидора, хӑй тарӑхса кайнине пытарма тӑрӑшмасӑр.— Как оно могло попасть в ваши руки? — спросила Исидора, не пытаясь скрыть свое негодование.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӑрӑшмасӑр, сасартӑк хӑшӗ те пулин ӗненмесен?
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Аван вӑл, хуйха ярса асаплантаракан япаласем ҫинчен шухӑшламасӑр, ним ҫинчен те уйлама тӑрӑшмасӑр, ҫыран ҫумӗпе сарӑлса кайса, асар-писеррӗн кӗрлесе выртакан шарлак ҫинелле пӑхма, шыв тӗрлӗ сасӑллӑн шавласа-чашкӑрса юхнине тӑнлама.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1
- 2