Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне, 21. акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Санран икӗ япала ыйтатӑп, хам виличчен эпӗ ыйтнине тивӗҫтерсемччӗ: 8. хӗвӗшӳрен, суя-ултавран хӑтар мана, чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана: 9. мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, «Ҫӳлхуҫа кам вӑл?» тесе каламалла ан пултӑр, ҫука юлса, вӑрламалла ан пултӑр, Туррӑмӑн ятне вырӑнсӑр асӑнмалла ан пултӑр.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кӗрӗп те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗп; Санӑн тӳрӗлӗхне, пӗр Эсӗ анчах тӳрӗ пулнине аса илӗп.16. Войду в размышление о силах Господа Бога; воспомяну правду Твою - единственно Твою.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп, Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп; 32. ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та, мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша мана ҫав ҫырусене ҫырса пачӗ, мӗншӗн тесессӗн ман ҫинче ӗнтӗ Туррӑмӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли тӑнӑ.И дал мне царь, так как благодеющая рука Бога моего была надо мною.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн алли ман ҫинче пулчӗ, вара эпӗ Израиль пуҫлӑхӗсене хампа пӗрле кайма пуҫтартӑм.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр; 16. мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1