Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫӳлхуҫа вара Зоровавелӗн — Салафиил ывӑлӗн, Иудейӑна тытса тӑраканскерӗн — кӑмӑлне тата Иисусӑн — Иоседек ывӑлӗн, аслӑ иерейӗн — кӑмӑлне, тата чӗрӗ сыхланса юлнӑ пӗтӗм халӑх кӑмӑлне чӗртсе янӑ та, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйсен Туррийӗн, Ҫуртӗнче, 15. улттӑмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтра, ӗҫе тытӑннӑ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: «килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне улӑхар, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене кӑтартӗ — эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр: Сионран саккун килӗ, Иерусалимран Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ килӗ» тейӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ефрем — манӑн Туррӑм ҫумӗнчи сыхлавҫӑ; пророк — унӑн мӗнпур ҫулӗ ҫине карса тухнӑ кайӑкҫӑ серепи; илӗртсе тӑраканни — унӑн Туррийӗн Ҫуртӗнче.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ҫак ҫынсем каланӑ: эпир капла ӑна айӑпламалли сӑлтав шыраса тупаймастпӑр, вӑл хӑй Туррийӗн саккунӗ тӑрӑх пурӑнать, ҫав тӗлӗшпе эпир пӗр-пӗр айӑп тупӑпӑр-ха, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иудея патшине Иоакима тата Турӑ Ҫуртӗнчи савӑтсен пӗр пайне Навуходоносор аллине панӑ; вӑл вара ҫав савӑтсене Сеннаар ҫӗрне, хӑй туррийӗн ҫуртне, ӑсатнӑ, хӑй туррийӗн мул управӑшне хывнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ тухӑҫ енчен Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ килет, Унӑн сасси — пысӑк шывсен сасси пек, Унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ, кустӑрмасем вӗсем патӗнчехчӗ; Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.22. Тогда Херувимы подняли крылья свои, и колеса подле них; и слава Бога Израилева вверху над ними.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем эпӗ унччен Ховар юханшывӗ хӗрринче, Израиль Туррийӗн ури айӗнче, курнӑ чӗрчунсемех пулчӗҫ.20. Это были те же животные, которых видел я в подножии Бога Израилева при реке Ховаре.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Херувимсем ҫуначӗсене сарчӗҫ те манӑн куҫӑм умӗнчех ҫӗр ҫинчен ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ; вӗсем кайнӑ чухне кустӑрмасем те вӗсем патӗнчехчӗ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енчи хапхи умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Херувим ҫинче пулнӑ Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ун ҫинчен Ҫурт урати умне анчӗ.3. И слава Бога Израилева сошла с Херувима, на котором была, к порогу дома.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ ҫавӑнта Израиль Туррийӗн мухтавлӑхне, хам унччен хирте курнӑскере, куртӑм.4. И вот, там была слава Бога Израилева, подобная той, какую я видел на поле.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! илтсемччӗ Израиль ҫӗрӗн вилнисенӗн кӗллине, вӗсен ывӑлӗсенӗн кӗллине — вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне итлемесӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗчӗҫ, ҫавӑншӑнах пире хӗн-хур ҫитрӗ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «кусем кӗлмӗҫ ҫынсем пулӗ, вӗсем ӑссӑр: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ; 5. чаплисем патне каям та вӗсемпе калаҫса пӑхам: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем те сӳсменне ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тӑллисене салтса янӑ».
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: 3. «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр.15. Итак славьте Господа на востоке, на островах морских - имя Господа, Бога Израилева.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне, улӑхар.3. И пойдут многие народы и скажут: придите, и взойдем на гору Господню, в дом Бога Иаковлева,
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑй Туррийӗн саккунӗ чӗринчех упранать; унӑн ури такӑнас ҫук.31. Закон Бога его в сердце у него; не поколеблются стопы его.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хурлӑхлӑ кун ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫа сана илттӗр, сана Иаков Туррийӗн ячӗ сыхлатӑр.2. Да услышит тебя Господь в день печали, да защитит тебя имя Бога Иаковлева.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.