Поиск
Шырав ĕçĕ:
Асне илчӗ иртсе кайнӑ пӑчава, Тата чаплӑ туйри ӗмӗр манми хуйхӑна.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туйри этем, куракан, Тӗлӗнет те тилмӗрет, Вӑтанакан, хӑракан, Тӳпелешсе сирӗлет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туйри пек, картиш тулли ҫын.
Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Миҫе хут тӑвӑллӑ кулӑш хумӗ ҫинче ярӑнса киленмерӗмӗр пуль эпир санпа кайран, иккӗн ҫемье ҫавӑрсан, санӑн кишӗрпе ҫӑмартаран пӗҫернӗ кукӑльуна та, туйри вӑйа та аса илсе?!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ача чухне пӗрре кайса курнӑччӗ Иливан, темле япалапа та — ӗҫме-ҫимепе, шӑхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тӑваҫҫӗ унта, ака туйри пек, ут яраҫҫӗ, тупӑшса чупаҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пурте туйри пекех темелле.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Иртрӗ ҫимӗк, иртрӗ туй, Иртрӗ туйри савӑнӑҫ.
Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ҫавӑнпах пулӗ спектаклӗн тепӗр пайӗнче, туйри пӑтӑрмахра, Сентнер Айтара хирӗҫ тӑма чӗнсен, сцена ҫинчи ҫамрӑксемпе пӗрле залра ларакансем те сиксе тӑчӗҫ: — Тытӑр ӑна, тытӑр! — терӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӑрӑнтӑкрах юрла — туйри пек!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Туйри хаваслӑ музыка янӑраса кайрӗ.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай, Бай Юй-шань тата Яланах Пуян Ли, питӗ ывӑннӑ пулин те, туйри пекех савӑнӑҫлӑ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чӑнах та, туйри пек шавлӑн, лайӑх лашасем кӳлнӗ тачанкӑпа линейка пырса ҫитрӗҫ.Вскоре на стан шумно влетели, точно свадебный поезд, тачанка и линейка в упряжке добрых коней.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуҫланать ӗҫкӗ-ҫикӗ — аслӑ типӗ умӗн тунӑ туйри пек.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Туйри пекех шавлаҫҫӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурте харӑс хутшӑнса хушса юрламаллине юрлаҫҫӗ, Яша пичче вара, туйри кайӑксем пекех туса кӑтартать: акӑ каччӑ хура курак, юнашар ҫураҫнӑ хӗрӗ — тӗпеклӗ чарлан, акӑ ват ӳхӗ-пуп, ку евчӗ-кӑвакал, ав чарлана юратса пӑрахнӑ кӗвӗҫекен ҫерҫи, акӑ тата кайӑк-кӗшӗк туйӗнче спитч калакан ҫивӗч ӑслӑ ҫерҫи тӑмани, ку вара Яша пичче хӑй партизансен уявӗнче каланинчен кая мар калаҫать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Туйри «денгене» пекки.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Н.Дьяконовӑн «Парнеллӗ туйри» Курочкин сӑнарӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
- 1