Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тери пысӑк ҫын, тир атӑ, тир ҫӗлӗк, тир алса, тир ряса тӑхӑннӑскер, пуп пекскер, ҫунасене хирӗҫ утать…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
29. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн, 30. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ; 31. священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 32. ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн, 33. чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла; 34. ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куртка ҫаннисем ҫине «искусственный» текен тир мар, чӑн-чӑн мамӑк тир, шашка тирӗ хунӑ.
XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫак ҫивӗт ҫине старик ӑтӑр тирӗнчен ҫинҫен касса илнӗ тир татӑкӗ явса хушнӑ: индеецсем шутланӑ тӑрӑх Хӗвел уйрӑммӑнах ҫав тир татӑкне юратнӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
— Тир Иванӗнчен тирпе сӑран улӑштарса, Раюк Ҫтаппанне атӑ ҫӗлеттересшӗнччӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Стасик урине тир атӑ тӑхӑннӑ, шап-шурӑ кӗрӗкпе, пуҫӗнче лапсӑркка ҫӗлӗк, аллинче — тир алса.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пирӗн задача акӑ ҫапла: тискер кайӑк тир промыслине аталантарса пымалла, ытти ҫӗршывсене мамӑк тир сутас ӗҫе вӑйлатмалла.Наша задача — развивать пушной промысел и увеличивать вывоз пушнины в другие страны.
Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пӑлан тирӗнченех ҫӗлӗксем, алсасем, хутаҫсем ҫӗлеҫҫӗ — тем тума та юраллӑ ку тир.
Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ахаль тир вырӑнне туллатнӑ тир, пичке-катка вырӑнне — тӑмран тунӑ тирӗк-чашӑк, ырашпа сӗлӗ вырӑнне — тумтир е тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр илеҫҫӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн хусканӑвӗсем йӑрӑлӑхпа вӑй-хӑват кӑтартаҫҫӗ; тумтирӗ — хӗрлӗ антилопа тирӗнчен янтӑланӑ калпак, буйвол тир куртка, шурӑ хулӑн пир-авӑр атӑ тата шӑлавар.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсен умӗнче пысӑк чӗлӗмне паклаттарса старик ларать: тӗк тирнӗ шлепкепе, сарӑ камзолпа, хӗрлӗ тир атӑпа.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӗсем киле, лагере тавӑрӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем питӗ вӑраххӑн килеҫҫӗ, мӗншӗн тесен лашасем ҫине йывӑр тиенӗ; вӗсем хӗрарӑсемпе ачасем валли аш тата тир турттарса килеҫҫӗ, эпир вӑл тирсенчен ҫӑмӑл та ӑшӑ тумтирсем тӑватпӑр.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫивиттин хӗррисем ҫӗр ҫумне ҫитеймен, анчах ҫак вигвам ӑшӗнче тиртенех тунӑ иккӗмӗш ҫивитти пулнӑ, вал ҫӗрпе пӗрлешсе тӑнӑ, шал енчен ӑна вигвам тавралла купаланӑ тир куписемпе апат-ҫимӗҫ тултарса хунӑ михӗсем тата апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли хатӗрсем тытса тӑнӑ, унӑн ҫӳл вӗҫне ик-виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчи шертесенчен ҫыхса лартнӑ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӗр вӑхӑт хушши вӗсем манӑн ҫири кивелнӗ те тӑрлавсӑр тумтир ҫине, кролик тирӗсенчен ҫӗленӗ сӑхман ҫине, йывӑҫ тӗплӗ пушмаксемпе тир чӑлхасем ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Крыльца умӗнче урамра вӑйлӑ шӑм-шаклӑ тир тӑвакансем лараҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫчен аллисемпе вӑкӑр тирне лутӑркаҫҫӗ.Сильные кожевники сидели под навесом крылец на улице и мяли своими дюжими руками бычачьи кожи.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кун каҫа ӑшӑнса ҫитнӗ хӑйӑртан темле вичкӗн шӑршӑ кӗрет, пуринчен ытларах бойнӑсен тутлӑрах, ҫулӑ шӑрши — юн шӑршийӗ сисӗнет; тир ӑстисем пурӑнакан картишӗсенчен тата тир йӳҫҫин сӑмсана ҫуракан тӑварла шӑршийӗ кӗрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Мамӑк тир, мамӑк тир нумайтарах кирлӗ!
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Виҫҫӗшӗ те пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ кухлянка, йӗм тата пӑлан камусӗнчен тунӑ тир атӑ тӑхӑннӑ.Все трое были одеты в кухлянки и штаны из оленьего меха, обуты в зимние торбаза из оленьих камусов.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Соня хӗрача тумне те асӑрхарӗ: вӑл хӗррине мамӑклӑ тирпе тытнӑ ҫӑмӑл кухлянка, илемлетсе тӗрленӗ тир атӑ тӑхӑннӑ.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Том пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗтӗк кӗрӗкпе, нумай тӑхӑнса ҫӳренипе юрӑхсӑра тухнӑ тир атӑпа.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.