Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тасатаканӗ (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть, 12. Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1