Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сӑвар (тĕпĕ: су) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑл леш енче вӗсен Сӑвар ятлӑ тӗп хула та пулнӑ тет.

Помоги переводом

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Айта, Иван, хуҫисене сума сӑвар.

Помоги переводом

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Республикинчи (Чӑваш Енри) Росгварди Управленийӗн «Сӑвар» ОМОН-ӗн минӑсене хӑрушсӑрлатакан ушкӑнӗн ӗҫтешӗсем Улатӑр хули ҫумӗнчи вӑрманлӑ вырӑнта асӑрханӑ миномёт минине тӗп тунӑ.

Сотрудники группы разминирования ОМОН «Сувар» Управления Росгвардии по Чувашской Республике - Чувашии обследовали и уничтожили миномётную мину, обнаруженный в лесопосадке на окраине г. Алатырь.

Улатӑрта миномет минине тӗп тунӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32890.html

Пӗррехинче эпир Сӑвар хулинчен тухса юханшыв урлӑ хывнӑ, пысӑках мар кӗпер урлӑ каҫма пуҫларӑмӑр.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Танук-нойон хӑйӗн чаршавне Сӑвар хули варрине лартрӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юлашки Сӑвар халӑхне хӑваласа килсе хӑратма шутларӗ Танук-нойон.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сӑвар хули тутарсене хирӗҫ тӑчӗ вӗт парӑнмасӑр.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Астӑвать-ха вӑл ӗнер Сӑвар хулинче ҫамрӑк хӗрсене тыткӑна илчӗҫ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл вилсе кайнине эпир иксӗмӗр те ҫавӑнтах чухласа илтӗмӗр, анчах сехре хӑпнипе сӑвар уҫма пултараймасӑр, нумайччен ун ҫинелле пӑхса тӑтӑмӑр.

Мы оба тотчас поняли, что она умерла, но, стиснутые испугом, долго смотрели на неё, не в силах слова сказать.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ват ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсен авалхи йӑх-тымарӗсем — ҫурма куҫса ҫӳрекен пӑлхарпа сӑвар йӑхӗсем — ӗлӗкрех Ҫурҫӗр Кавказра, Азовпа Каспи тинӗсӗсем патӗнче, пурӑннӑ.

Из его слов девочка узнала, что предки чувашей — полукочевые племена булгар и сувар — раньше жили на Северном Кавказе, в Приазовье и Прикаспии.

Тӑван ен // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 30,32,34,36 с.

Тӗрӗсрех каласан вӑл Сӑвар хули пулнӑ вырӑна ҫывӑхрах.

Точнее, он ближе к тому месту, где был город Сувар.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

— Манӑн кайма вӑхӑт, ытлашши нумай хӑналантӑм сан патӑнта, — терӗ вӑл, сӑвар тӗмӗ ҫинчен тӑрса.

— Пора мне ехать, загостился я у тебя, — сказал он, тяжело поднимаясь с сурчины.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йӗркелекенӗ — Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин ертсе пыракан Чӑваш культурине аталантаракан «Сӑвар» фонд.

Организатор — Фонд поддержки чувашской культуры «Сувар», руководимый вице-президентом Чувашского национального конгресса (ЧНК) Тимӗром Тяпкиным.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗн президенчӗ Тимӗр Тяпкин «Хыпар» никӗслевҫин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫамрӑксем пӗлмеллине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мероприятие Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӗркелерӗ.

Помоги переводом

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней