Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Малтанхи улпут патӗнче, Афанасий Нефедыч патӗнче, Сергей Сергеичӑн ӗмпӗчӗшӗ патӗнче.— A y прежнего барина, у Афанасия Нефедыча, у Сергея Сергеичина дяди.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Дмитрий Сергеичӑн вилесси ҫеҫ йывӑр пулнӑ.Тяжела была для Дмитрия Сергеича только необходимость погибнуть.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сирӗншӗн пачах ют ҫын; анчах эпӗ, вилнӗ Дмитрий Сергеич каласа хӑварнисене тӑвас кӑмӑлпа, сире ҫыру ҫырни пире ҫывӑхлатать, ҫавӑнпа та сирӗн, тен, вилнӗ Дмитрий Сергеичӑн мӗнпур шухӑш-кӑмӑлне, пӗтӗм пурнӑҫне пӗлекен ҫын кам пулнине пӗлессӗр те килӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ирхине Дмитрий Сергеичӑн арӑмне чей ӗҫме чӗнме тухма тивмерӗ: Верочка кунтах, ун ҫумӗнчех, тӗршӗнсе выртать; вӑл вӑранман-ха, Лопухов ун ҫине пӑхса: «Мӗн пулчӗ ӑна, мӗнрен хӑранӑ-ха вӑл, ӑҫтан ун пек тӗлӗк курӑннӑ-ха ӑна?» тесе шухӑшласа ларчӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах халлӗхе Дмитрий Сергеичӑн нимӗн те ҫук-ха; апла пулсан, унӑн тивӗҫлӗхӗшӗн, унӑн ӑс-тӑнӗшӗн, унӑн тӗплӗхӗшӗн, хытӑ пулнишӗн тата хӑйӗн ӗҫӗсене туса пыма пӗлнишӗн унпала туслӑ пулма юрать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эпир сире, Дмитрий Сергеич, питӗ хисеплетпӗр, пирӗн сире хамӑр ҫемьен ҫывӑх пӗлӗшӗ тӑвас килет; эсӗ, Верочка, Дмитрий Сергеичран ан ютшӑн, эпӗ Михаил Иваныча Дмитрий Сергеичӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, тесе калӑп, Михаил Иваныч вара ӑна кӗвӗҫмӗ».
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1