Поиск
Шырав ĕçĕ:
Патша ҫумӗнче ик енӗпе ун ҫывӑх ҫыннисем тӑраҫҫӗ: Благовещенски собор священникӗ Сильвестр, Алексей Федорович Адашев, аслӑ князь пекех ҫап-ҫамрӑк Андрей Михайлович Курбский, Иван Васильевич Шереметев (Асли), Иван Федоровпч Мстиславский, Михаил Яковлевич Морозов, Дмитрий Федорович Палецкий, Владимир Иванович Воротынский, ӗҫре пулӑшма чӗннӗ думнӑй дьяксем, думнӑй дворянсем.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ирландире чухне вӑл чухӑн ялти приходӑн сапӑр та паллӑ мар священникӗ пулнӑ.Будучи в Ирландии, он оставался скромным настоятелем бедного деревенского прихода.
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Картишӗнче мулла — мусульмансен священникӗ, килессе кӗтнӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Ку тӗрӗс, — мӑкӑртатса илчӗ матрос, — унта карап священникӗ пур.— Да, это правда, у них свой флотский священник, — согласился матрос.
I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӗсем хыҫҫӑн карап священникӗ хӑпарчӗ, вӑл карап тапранса кайнӑранпах офицерсен каютинче кӗлӗ туса ирттернӗ пулнӑ.
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пугачев ҫарӗн священникӗ, Бердыне ҫӗнӗрен килнисене тупа тутарать.Поп Иван, священник пугачевского войска, приводит вновь прибывших в Берды к присяге.
Сенкер инҫет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Священникӗ, унӑн сӑмахне кӗтсе илеймесӗрех, калла тавӑрмалла мар сӑмахсене каларӗ.Священник, не дождавшись ее ответа, произнес невозвратимые слова.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ҫакнашкал экскурсисем питех те кирлӗ. Вӗсем ачасемшӗн пӗлтерӗшлӗ урок пулаҫҫӗ. Пушарнӑйсене ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас килет», — тенӗ Волгоградри ҫар священникӗ Сергий Попов.
Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
1. Мелхиседек вӑл Салим патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, хӑйне хулан аслӑ священникӗ хапӑллӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл патша мӗн хушса янине тата хӑй мӗн ӗҫпе килнине пӗлтернӗ, ҫав хушӑрах: пуянлӑхӗ-мулӗ чӑнах та ҫаплах-и? тесе ыйтнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Симон ӗҫӗсене, вӑл хӑй халӑхне мухтава кӑларассишӗн епле тӑрӑшнине халӑх курса тӑчӗ, ҫакна пӗтӗмпех пурӑнӑҫа килтернӗшӗн, тӳрӗлӗхе хӳтӗленӗшӗн, яланах хӑй ӑрӑвне чӗререн парӑнса тӑнӑшӑн, хӑй халӑхне пур майпа та ҫӗклеме тимленӗшӗн Израиль ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, аслӑ священникӗ турӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ионафан хӑйӗн халӑхне пухса унӑн аслӑ священникӗ пулса тӑчӗ, анчах вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе пӗрлешрӗ.30. Ионафан собрал народ свой и сделался первосвященником его, но он приложился к народу своему.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫапла вара ҫӗр ҫитмӗлмӗш ҫулта Израиль суя тӗнлисен алли айӗнчен тухнӑ, 42. ҫавӑнтанпа Израиль халӑхӗ ҫыру ҫӳретнӗ чухне, хут уйӑрнӑ чухне акӑ ҫапла ҫыра пуҫланӑ: «ҫакна иудейсен аслӑ священникӗ, ҫулпуҫӗ, халӑха тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Симон вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулӗнче ҫырнӑ» тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вефиль священникӗ Амасия вара Израиль патши Иеровоам патне ҫапла калама ҫын ячӗ: Амос Израиль ӑрӑвӗсене сана хирӗҫ пӑлхатса ҫӳрет; унӑн пӗр сӑмахне те ҫӗр чӑтса тӑраймӗ.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйне халаллӑ тӑвасшӑн пӑрупа ҫичӗ така илсе пыракан кирек мӗнле ҫын та сирӗн патӑрта суя турӑсен священникӗ пулса тӑрать.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иисус, Нав ывӑлӗ, [Израиль] священникӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: саккун арчине ҫӗклесе килӗр; ҫичӗ священникӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи ҫӗклесе пытӑр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ; 18. Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, — 19. Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ; 20. тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1