Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Испани священникне Мигель Арандӑна тытнӑ та ӑна тӗрмене пӑрахса вӗлермелли куна палӑртса хунӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Католиксен священникне уйӑрса илейместӗн!Неужели вы не можете опознать католического священника, когда он у вас перед глазами?
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
1. Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: 2. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унта тӑракансем: эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха? тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех сӑлансемпе хуҫаланакан Никанора чӗнтернӗ те ӑна Иудейӑри ҫарпуҫне лартса унта янӑ: 13. Иудӑна вӗлерме, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене салатса яма, Алкима вара Турӑ Ҫурчӗн — мухтавлӑ Ҫуртӑн — аслӑ священникне лартма хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Спарта ҫыннисем акӑ ҫапла ҫырса янӑ пулнӑ: «Спарта пуҫлӑхӗсемпе Спарта хули ҫыннисем хӑйсен тӑванӗсене — Иудейӑн аслӑ священникне Симона, аслӑ ҫыннисене, священникӗсене, пӗтӗм Иудея халӑхне — савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне, священникне, левитне пуҫтарнӑ та 3. левитсене — вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисене — шута илсе тухнӑ, йӑлтах шутласассӑн вӗсем вӑтӑр сакӑр пин пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1