Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Салтакра (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтакра

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах мӗн тӑвӑн, вунӑ ҫул салтакра пулнӑ, кайран ҫӗршыва аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ ҫынна халӑх тӑшманӗ туса хунӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Салтакра пулса курнӑ-ҫке.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Иван хӑйпе пӗрле Карабаш ачи Махмут салтакра иккенне ҫырса пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Каласа пар-ха эсӗ салтакра пӗрле пулнӑ пирӗн «юлташсем» ҫинчен.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Салтакра туяннӑ «командирский» сехет ҫине кашни пилӗк минутран пӑхса тӑратӑп.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ икӗ ҫул салтакра стройбатра йӗркеллӗ арҫынсемпе, малолеткӑра чылай ҫул ларса тухнӑ ачасемпе, пӗр чӗлхерен пурӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Фольклор экспедицине пирӗнпе пӗрле тата преподавателӗн юратнӑ студенчӗсем, факультетран маларах вӗренсе тухнӑ, халӗ тӗрлӗ шкулта ӗҫлекен икӗ специалист — илемлӗ ҫаврака питлӗ Таньӑпа икӗ ҫул салтакра пулнӑ Изосимыч десантник — пыраҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн тӑрӑхра салтакра пулман ҫынна мӗн ӗмӗртен ар вырӑнне хумаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Салтакра чухне тӗлӗксенче яланах вӗлле шӑршине туяттӑм, хурт сӑр-сӑр! тунине илтеттӗм, аттепе пӗрле вӗлле пӑхаттӑм…

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Вӑл эпӗ салтакра чухне масар ҫине кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Салтакра эпӗ стройбата лекрӗм.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Салтакра эпӗ стройбатра пулнӑ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Салтакра пулнӑ хыҫҫӑн вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Помоги переводом

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Салтакра та хуть гауптвахтӑра пӗрре те ларса курманскер, кунта, ӗҫленӗ ҫӗрте, милиционер хуралне лекрӗ ав вӑл…

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакра хӑнӑхнӑ ҫирӗп йӗркене Раман Юманлӑха ӗҫлеме килсен те пӑрахмарӗ: кашни ир физзарядка тӑвать, тумне-ҫийне тирпейлӗ тытать, утти-тӑрри уҫӑмлӑ ун, хӑвӑрт.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакра вара ҫавна пулах, тен, штангӑпа пӗрремӗш разряда ҫитрӗм.

Помоги переводом

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗпе юнашарах вӑл салтакра чухне ҫуралнӑ ывӑлӗ…

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Акӑ сана та ҫирӗм пилӗк ҫул хушши салтакра сыхларӑмӑр, тӑван кил-ҫуртна та салатмарӑмӑр.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Салтакра разведчик пулнӑ чухнехи пекех сыхлануллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней