Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ.31. Авраам сказал: вот, я решился говорить Владыке: может быть, найдется там двадцать?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: 28. тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1