Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 42 №; 2002, 51 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2005, 64 №; 2006, 69 №; 2010, 87 №; 2012, 94, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьяра: а) 6-мӗш пунктра: пӗрремӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас, «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тупӑш, пурлӑх тата пурлӑх евӗр обязательствӑсен чӑнлӑхне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен комиссине» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсем хушса хурас; иккӗмӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ»сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 61-мӗш пункт хушса хурас: «61. Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен» 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.»; 2) 41 статьян 1-мӗш пунктӗнче «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 3) 42 статьян 1-мӗш пунктӗнче: а) пӗрремӗш абзацра «, пырса кӗнӗ укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗсем ҫинчен сведенисем» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «паракан» сӑмаха «памалли» сӑмахпа улӑштарас; ӑ) «в» ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас; 4) 7 статьян 5-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса предложенисем хушса хурас: «Патшалӑх Канашӗн Председателӗн этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла Патшалӑх Канашӗн Председателӗн хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.»; 5) 14 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 31-мӗш пункт хушса хурас: «31. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫине Патшалӑх Канашӗн Председателӗ хӑйӗн полномочийӗсен срокӗ чухлӗ ӗҫлеме тӑратнӑ тӑрӑххӑн Патшалӑх Канашӗ должноҫа уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи хӑйӗн тивӗҫӗсен шайӗнчи ыйтусем тӑрӑх хушусем кӑларать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн »Интернет« информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
4) 271-1 статьяра: а) 4-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин иртсе пыракан финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗн планпа пӑхнӑ тапхӑра пырса тивекен положенийӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнсан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫак пунктпа палӑртнӑ тӳлесе татмалли килӗшӳсене пӑрахӑҫа кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва тумасан та пултараҫҫӗ, енчен те асӑннӑ договорсем тӗлӗшпе вӗсене планпа пӑхнӑ тапхӑрта пурнӑҫламалли условисем палӑртакан хушма килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ пулсан.»; ӑ) 6-мӗш пункта: «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче асӑннӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсене укҫа-тенкӗ хывмалли субсидисене ҫак Саккунӑн 271 статйипе пӑхса хӑварнӑ бюджет инвестицийӗсем хывнӑ чухне Чӑваш Республикин патшалӑх заказчикӗ шутланакан Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе е унӑн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштарсан, ҫав объектсене бюджет инвестицийӗсем хывма хатӗрленни тата хывасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ маларах тунӑ патшалӑх контракчӗсене Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе, е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн патшалӑх контрактне гражданла право договорӗн тӗсӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Патшалӑх Канашӗн Председательне уйӑхсерен укҫан хавхалантармалли коэффициент виҫине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне уйӑхсерен укҫан хавхалантармалли коэффициент виҫи чухлӗ палӑртаҫҫӗ, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумне – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн шайӗ чухлӗ, Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председательне – Чӑваш Республикин министрӗн шайӗ чухлӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн комитечӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан председателӗн ҫумне – Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗн шайӗ чухлӗ, Патшалӑх Канашӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне ҫак Саккунӑн 6 статйин 41-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан депутатне – Патшалӑх Канашӗн комитечӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан председателӗн ҫумӗн шайӗ чухлӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен статусӗ ҫинчен" саккунне йышӑннӑ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №3 от 13 февраля 2019 г.
«2. Патшалӑх Канашӗн Председательне укҫан тӳлемелли виҫене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне укҫан тӳлемелли виҫе чухлӗ палӑртаҫҫӗ, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗсене – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн шайӗ чухлӗ, Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председательне – тивӗҫлӗн Чӑваш Республикин министрӗн шайӗ чухлӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн комитечӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан председателӗн ҫумне – Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председательне тӳлекен укҫа-тенкӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ виҫепе, Патшалӑх Канашӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне ҫак Саккунӑн 6 статйин 41-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан депутатне – Патшалӑх Канашӗн комитечӗн хӑйӗн ӗҫне-хӗлне яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан председателӗн ҫумне тӳлекен укҫа-тенкӗн пӗрре иккӗмӗш пайӗ чухлӗ виҫепе.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен статусӗ ҫинчен" саккунне йышӑннӑ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №3 от 13 февраля 2019 г.
Енчен те бюджет обязательстви патшалӑх контракчӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ пулсан, патшалӑх контракчӗ ҫинчен калакан сведенисем Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх тата муниципалитет нушисем валли таварсем, ӗҫсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянас сферӑри контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ контрактсен реестрӗнчи патшалӑх контракчӗ ҫинчен калакан информаципе килӗшсе тӑнине, тата патшалӑх контракчӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ бюджет обязательствисем ҫинчен калакан сведенисем патшалӑх контракчӗн условийӗсемпе килӗшсе тӑнине хушма майпа тӗрӗслев туса ирттереҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«10. Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене хуҫалӑх юлташлӑхӗсен, хуҫалӑх ӗҫтешлӗхӗсен, производство кооперативӗсен, патшалӑхӑн (муниципалитетӑн) унитарлӑ предприятийӗсен (Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсемсӗр пуҫне, вӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланакан предприяти пурлӑхӗпе хуҫалӑха тытса пыма усӑ кураҫҫӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн ҫавнашкал унитарлӑ предприятийӗсен обязательствисем тӑрӑх Чӑваш Республики патшалӑх гарантийӗсем уйӑрса парать), коммерцисӗр организацисен, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен, пайӑр предпринимательсен тата уйрӑм ҫынсен хуҫалӑх обязательствисене пурнӑҫлама уйӑрса памаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
3) 271 статьян 5-мӗш пунктне: а) «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче асӑннӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсем валли бюджет инвестицийӗсене ҫак Саккунӑн 271-1 статйипе пӑхса хӑварнӑ субсидисене илсе тӑракан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ палӑртнӑ йӗркепе хӑйӗн тӗсне е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ хӑйӗн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштарнӑ пулсан, ҫав объектсене укҫа-тенкӗ хывма субсидисем уйӑрса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ маларах тунӑ килӗшӳсене Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсне Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн гражданла право договорӗн тӗсне патшалӑх контракчӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Колледж дипломне илнисем Мускаври патшалӑх дизайн тата технологи университетӗнче, Мускаври В.С.Черномырдин ячӗллӗ патшалӑх уҫӑ университетӗнче, Мускаври «МАМИ» патшалӑх техника университетӗнче, Питӗрти патшалӑх технологипе дизайн университетӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата сумлӑ ытти аслӑ шкулта вӗренме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Конференци программине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн, РФ ШӖМӗн республикӑри экономикӑри преступленисемпе тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн, Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн, ЧР Юстици министерствин, Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери следстви пайӗн, РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн, Чӑваш Республикин Адвокатсен палатин, Пермь крайӗн Адвокатсен палатин, Раҫҫей ФСИНӗн республикӑри управленийӗн юсанмалли 1-мӗш колонийӗн, Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурин, асамлӑ Куҫмапа Дамиан чиркӗвӗн прихучӗн, «Энергогарант» САК» ПАОн Вятка филиалӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокуратурин академийӗн наука-тӗпчев институчӗн, РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗн коррупципе кӗрешекен наука-тӗпчев институчӗн, Чулхулари Н.Лобачевский ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, РФ Шӗмӗн Чулхулари академийӗн, Саратоври патшалӑх юридици академийӗн, Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн /филиалӗн/, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Регионсен хушшинчи социаллӑ уҫӑ институт, Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, Октябрь Революцийӗн тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗллӗ Беларуҫ патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн, Азербайджан Республикин ШӖМӗн Полици академийӗн тата Хазар хими завочӗн /Туркменистан/ 139 представителӗн 122 докладне кӗртнӗ.
Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 71-мӗш пай хушса хурас: «71) Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем, ҫавӑн пекех хӑйӗн мӑшӑрӗн тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем тӑратмасан тата вӑхӑтра памасан;»; 1) 7 статьяра: а) 8-мӗш пайӑн пӗрремӗш тата иккӗмӗш абзацӗсенче «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 101-мӗш пай хушса хурас: «101. Федерацин »Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен« 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе Комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
4. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртать, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем татса памалли ыйтусемпе полномочисене уйӑрасси ҫинчен йышӑннӑ договорсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе федерацин патшалӑх влаҫӗн органӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелет.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
3) «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме Чӑваш Республикин патшалӑх граждан службин стажне кӗрекен службӑн (ӗҫлевӗн) тапхӑрӗнче йышӑннӑ должноҫсен переченӗ» хушса ҫырнин 4.1-мӗш пунктӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх должноҫӗсен пӗрлештернӗ переченӗ тата Чӑваш Республикин Патшалӑх граждан службин должноҫӗсен реестрӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 73 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ» сӑмахсене «Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх граждан службин должноҫӗсен реестрӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 73 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлемелли условисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 28 от 02 апреля 2019 г.
1) муниципалитет службин должноҫӗсене; 2) муниципалитет должноҫӗсене; 3) Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх должноҫӗсене, Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен патшалӑх должноҫӗсене; 4) патшалӑх граждан службин должноҫӗсене, ҫар должноҫӗсене тата федерацин патшалӑх службин ытти тӗсӗсен должноҫӗсене; 5) федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ытти должноҫсене.
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев.
Маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34138.html
2023 ҫулхи тӗллевсене - патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрне - никӗслекен документри йӗркесене итлеме Чӑваш Ен Правительствин, РФ Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫӗпе суд органӗсен, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
14) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен калакан ҫырупа тухать, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ лартнӑ ыйтусемпе, ҫулленхи отчетсем тӑратать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
«91) полномочиллӗ орган йышӑннӑ, ҫирӗплетнӗ, панӑ документсемпе материалсене, вӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн (проект докуменчӗсен экспертиза заключенийӗсемсӗр тата (е) инженери тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемсӗр, ҫӗнӗрен туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ капиталлӑ строительство объекчӗ проект докуменчӗн требованийӗсемпе килӗшсе тӑни ҫинчен патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлакан органӗсем тунӑ заключенисемсӗр, федерацин патшалӑх экологи надзорне пурнӑҫлакан органӗн заключенийӗсемсӗр пуҫне) хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалла, е хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалли сведенисене, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 57 статйин 21-мӗш тата 3-мӗш пайӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсемсӗр пуҫне, асӑннӑ документсемпе материалсене вӗсен территорийӗ тӗлӗшпе йышӑнакан, ҫирӗплетекен, паракан, муниципаллӑ пӗрлӗхсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене (ҫав шутра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли пӗрпӗтӗм тытӑмпа тата ун ҫумне ҫыхӑнтаракан регионӑн ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли тытӑмӗсемпе усӑ курса) ярса парать;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
Чӑваш Республикин бюджет учрежденийӗсемпе автономлӑ учрежденийӗсене патшалӑх туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен (тӑвакан ӗҫсен) патшалӑх заданийӗсене пурнӑҫлассине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ субсидисен патшалӑх заданийӗпе ҫирӗплетнӗ, патшалӑх туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен (ӗҫсен) калӑпӑшне палӑртакан кӑтартусене пурнӑҫламаннине пула усӑ курмасӑр юлнӑ юлашкийӗсене Чӑваш Республикин Министсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе Чӑваш Республикин республика бюджетне тавӑрса памалла.».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен" саккунӗн 14 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 3 статйин 1-мӗш пайӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №12 от 30 марта 2018 г.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 42 №; 2002, 51 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2005, 64 №; 2006, 69 №; 2010, 87 №; 2012, 94, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5 №; 2016, 2, 6, 10 №-сем; 2017, 2, 7, 9 №-сем; «Республика» хаҫат, 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ; 2019, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗ) 41 статйин 7-мӗш пункчӗн «в» ҫум пунктне улшӑну кӗртес, «чарусене, ҫавӑн пекех банксене тата ют ҫӗршывсенчи ытти организацисене вӗсен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пурри ҫинчен калакан сведенисем пурри ҫинчен» сӑмахсене «чарусене; Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, унӑн арӑмӗн (упӑшкин) тата ҫула ҫитмен ачисен пурри ҫинчен» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче хуластроительствин ӗҫ-хӗлне йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №37 от 07 мая 2019 г.
Экспертсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Как Данила счастье искал» юмахне, «Анисса» драмине, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Аленький цветочек» тата «Юратупа курайманлӑх» постановкисене, Пукане театрӗн «Муму» тата «Сказка о рыбаке и рыбке» ӗҫӗсене, Сӑнав театрӗн «И такое бывает» ӗҫне, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балетне, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн «Темные аллеи» постановкине хаклӗҫ.
Ыран чи лайӑх спектакле палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21695.html