Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн театрти кӳренӗвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сирӗлчӗ; вӑл каллех Ольга ҫине телейлӗн, хавхаланса пӑхма пуҫларӗ; вӑл пурин умӗнче те Ольга юрланине савӑнса, кӑшт ҫеҫ куҫҫуль юхтармасӑр итлет; киле таврӑнсан вара, Ольгӑна пӗлтермесӗр, диван ҫине выртать, анчах каска пек хускалми ҫывӑрмашкӑн мар, Ольга ҫинчен ӗмӗтленме, пулас телей ҫинчен шухӑшлама выртать, — вара хӑй Ольгӑпа арлӑ-арӑмлӑ мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа хӗпӗртет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Хайлавсене тӗп сӑнарсен ӳсӗмне кура вырнаҫтарса тухнӑ. Константин Малышевӑн «Татман чечек» калавӗнче тӗпре – аслӑ класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовӑн, Ольга Рубцовӑн тата Дмитрий Моисеевӑн геройӗсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевӑн, Владимир Степановӑн тата Ольга Васильевӑн калавӗ-повеҫӗнчи тӗп сӑнарсем – ӗҫлекен ҫамрӑксем», – тесе палӑртнӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Ольга Федорова умсӑмахра.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах иккӗшӗ нумайрах тӗл пулнӑҫемӗн вӗсен чунӗсем ҫывӑхлансах пычӗҫ, Штольц та хавхалансах пычӗ: сисмесӗрех вӑл сӑнавҫӑран мӗнпур ӗҫе-хӗле ӑнлантарса параканни, Ольгӑна ертсе пыраканни пулса тӑчӗ, Сисмесӗрех Штольц унӑн ӑс-тӑнӗ, совеҫӗ пулса тӑчӗ, Ольгӑн пӗтӗм пурнӑҫне хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарчӗ; ҫапах Ольга чӗринчи пӗр вӑрттӑн туйӑм уншӑн паллӑ пулмарӗ, ҫав туйӑма Ольга унран питӗ тӗплӗ пытарса усрарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, питӗ тимлӗн те ырӑ кӑмӑллӑн Штольца куҫран пӑхса, кашни сӑмахранах ӑнланма тӑрӑшнӑ чухне Штольц та ҫав тери телейлӗ; вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрин куҫӗнчен тинкерсе пӑхаҫҫӗ: Штольц, Ольгӑн тата тем ыйтса пӗлмелли ҫук-ши тесе, пӑхать; Ольга вара: Штольц тем калама манмарӗ-ши, тесе, тата, пуринчен ытла, турӑ ҫырлахах! вӑл Ольга пӗлмен пӗр-пӗр япала ҫинчен пӗлтермесӗр, ӑнлантарса памасӑр хӑвармарӗ-ши тесе, куҫран пӑхать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те Ольгӑн тепӗр чухне Обломов пирки, хӑй ӑна юратни пирки шухӑшламалла пулса тухсан, ҫак юратуран чӗрере пушӑ вырӑн тата пушӑ вӑхӑт юлнӑ пулсан, эхер те унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ пама Обломов пуҫӗнче тулли те яланах хатӗр ответсем пулмасан, Ольгӑн кӑмӑлӗ чӗннине хирӗҫ Обломовӑн кӑмӑлӗ шарламасан, Ольгӑн хавхаланӑвӗ, пурнӑҫшӑн ҫуннине хирӗҫ вӑл ним тумасӑр, хӗрӳ туйӑмпа ҫеҫ хирӗҫ пӑхсан, Ольга йывӑр шухӑша путать; темӗн сивӗскер, ҫӗлен пек, унӑн чӗрине шуса кӗрет, ӑна ӗмӗтсенчен вӑратать, вара юратӑвӑн ӑшӑ та халапри пек тӗнчи темле кӗрхи кун евӗрлӗ пулса тӑрать, — ун чухне пур япаласем те сӑрӑ тӗслӗн курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Соusin Ольгӑна хӗрачалла ҫеҫ курнӑскер, халӗ, курсран вӗренсе пӗтерсе, эполет ҫакса тухсан, Ольга патне хаваслӑн чупса пырать, вӑл ӑна ӗлӗкхилле хултан лӑскасшӑн, аллинчен тытса ҫавӑрттарасшӑн, унпа пукансем, дивансем тӑрӑх сиккелесшӗн… анчах Ольгӑна питрен тинкерсе пӑхать те — шикленсе ӳкет, именсе аяккалла пӑрӑнать, хӑй халь те ача иккенне, Ольга хӗрарӑм пулса ҫитнине ӑнланса илет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ӑна питренех сурчӗ, Пуся унтан ҫырмара выртакан Вася ҫинчен ҫеҫ пӗлчӗ, ӑна та Ольга тарӑхса вӗриленнӗ май ҫеҫ каласа ячӗ, Ольга пурӑннӑшӑн питлесшӗн, кӳрентересшӗн пулчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тӗрӗс ҫав, Ольга кӗтме пултарать, Ольга вилӗмрен хӑрама пултарать, Ольгӑн пурӑнсан та усси пур.Да, Ольга может ждать, Ольга может бояться смерти, Ольге есть зачем жить.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫав хушӑрах ӑна чылайччен, ӗмӗрӗпех темелле, хӑйне хӑй юратакан, мӑнкӑмӑллӑ Ольга умӗнче хӑйӗн тивӗҫне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшма тивет, киревсӗр килӗшӳшӗн мар, Ольга таса пурнӑҫне тӗксӗмлетес мар тесе; Ольга ӑна кӑшт ӗненми пулсан та, унӑн пурнӑҫӗ тӗксӗмленнӗ пулӗччӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне кӑтартман кашни кӗнекешӗн, журналти статьяшӑн кӳлешет; Штольц, хӑй шучӗпе, пӗр-пӗр япалана Ольгӑшӑн ӑнланма йывӑр, кичем, ытла ӑслӑ тесе, ӑна кӑтартмасан, Ольга чӑнласах ҫиленет; кӑна вӑл педантизм, ирсӗрлӗх, тӗттӗмлӗх, тет, Штольца вара «кивӗ нимӗҫ парикӗ» тесе вӑрҫать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Инкӗшӗ айлӑмра кӳме ҫинче ларнӑ чух Штольц Ольга хыҫҫӑн пӗр-пӗр ансӑр сукмакпа пырать; Ольга мӗнле чарӑнса тӑнине, ту ҫине мӗнле хӑпарнине, мӗнле сывлӑш ҫавӑрса илнине, ун ҫине мӗнле пӑхнине Штольц вӑрттӑн тимлесе сӑнать: Ольга ун ҫине пуринчен малтан пӑхса илессе шансах тӑрать вӑл.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц, ним шутламасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, пӗр-пӗр туяннӑ пурлӑха Ольга умӗнчех хак хурать, вара хӑйӗнчен те, Ольгӑран та тӗлӗнет; унтан вара тимлесех сӑнать; Ольга кӑмӑлсӑрланса пӑхмасть-и, унӑн сӑнӗ кӑмӑллӑн йӑлкӑшать-и, вӑл Штольца ҫӗнтерӳҫӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса ӑсатать-и?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хавасланчӗ, юрларӗ, кайран тата оперӑра юрларӗҫ, кайран Обломов Ольгӑсем патӗнче чей ӗҫрӗ, сӗтел хушшинче вӑл, инкӗшӗ, барон, Ольга чунтан-чӗререн ӑшшӑн калаҫса ларчӗҫ — Обломов хӑйне ҫак пӗчӗк ҫемьери ҫын пекех туйрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынсен тӑрлавсӑр сӑмахӗсем ҫинчен каласа Ольгӑна пӑшӑрхантарасшӑн пулмарӗ вӑл, анчах каламасан та питӗ йывӑр; Ольга умӗнче юла юпма пултараяс ҫук вӑл; унӑн чӗри тӗпӗнче кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та Ольга пурпӗрех тӗпчесе пӗлет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Ольгӑна мӗнле те пулин ытарлӑн ҫакна систересшӗнччӗ: иккӗшин хушшинчи вӑрттӑн илӗртӳ пӗтрӗ, Ольга пӗр пӗччен шухӑша кайни ӑна пӑшӑрхантарать, вӑл мӗн тумаллине, Ольгӑпа чухне мӗнле пулмаллине пӗлмест.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Владимир Степанов, Владислав Николаев, Ольга Васильева, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Константин Малышев ҫыравҫӑсен ячӗсене вулакан илтнех ӗнтӗ.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Ӑна пухса хатӗрлекенӗ хальхинче те – Ольга Федорова, редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Светлана Бритвина, хуплашкан ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Сцена ҫинчи ытти вырӑна вара хӗрарӑмсем йышӑнчӗҫ тени те йӑнӑш мар: «Инкост» компани мастерӗ Валентина Гусева, «Шупашкарти промстройпроектӑн» тӗп инженерӗ Ольга Михайлова, СУ-28 тӗп бухгалтерӗ Ольга Шикунова, ыттисем…
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
Ҫавӑн пекех поэзи каҫне килнӗ Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Нина Царыгина, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хӑйсем ҫырнӑ е килӗшекен сӑвӑсене вуласа киленчӗҫ.
Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/