Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана Марья Ивановнӑна Швабрин вӗсем патӗнчен мӗнле майпа ирӗксӗрлесе илсе кайни ҫинчен, Марья Ивановна пит те йӗрни тата вӗсенчен уйӑрӑласшӑн пулманни ҫинчен, Марья Ивановна вӗсемпе пӗр чарӑнмасӑрах Палаша (харсӑр та ҫивӗчскер, уряднике те хӑй шӑхличипе ташлатакан хӗр) урлӑ ҫыхӑну тытни ҫинчен, вӑл Марья Ивановнӑна ман пата ҫыру ҫырма канаш панине тата ытти ҫинчен те пӗлтерчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Михаил Иваныч Верочкӑна парнесем пачӗ; вӗсене вӑл Марья Алексевна урлӑ пачӗ, вӗсем ӗнтӗ, Анна Петровна сехечӗ пекех, Марья Алексевна аллинче юлчӗҫ, анчах та пур парне те мар; хӑшпӗр йӳнӗрех парнесене Марья Алексевна Верочкӑна салукран илмен япаласем тесе пачӗ: Михаил Иванычӑн хӑйӗн япалисенчен хӑшне те пулин ҫураҫнӑ хӗр ҫинче курмалла пулнӑ-ҫке-ха.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир пырсан, «Ревизор» йӗркене кӗрӗ: Хлестаков рольне Яким хӑй вылять, Городничий — Иван Мучи, Марья Ивановнӑпа Марья Антоновна — Ырземпе Эдюка, Уҫӑп — эсӗ, Бобчинский — эпӗ, Добчинский — вӗсен хальхи суфлерӗ, — ҫӗкленсе каларӗ Данилов.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Опанас пичче ҫаплах: — Ай, Марья Васильевна! Ну, эсӗ пултаратӑн та, Марья Васильевна! — тесе пычӗ.И дядя Опанас всё говорил: — Ай Марья Васильевна! Ну уж Марья Васильевна!
Арҫын ача каллех чӗрӗлчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Марья Валериановна шарламан, анчах ломбард билечӗсене хӑй аллине илнӗ; Михайло Степанович ывӑлне вӗрентсе ӳстерме укҫа паманпа пӗрех, кунсӑр пуҫне тата Марья Валериановна, кирлӗ кунта кирлӗ пулӗ тесе, хӑй аллинче укҫа тытасшӑн пулнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тулта тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ; Марья Валериановна каҫхине урама нихҫан та тухман, темелле, ӑна хӑрушӑ пулса кайнӑ; унӑн телейне, пӗр-пӗчченех пыракан извозчик ӑна хӑйне кирлӗ ҫӗре ҫитерсе яма пулнӑ; Марья Валериановна дрожки ҫине аран-аран хӑпарса ларнӑ, Анатоле чӗркуҫҫи ҫине илнӗ те ашшӗн килне кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
In Titum калакан сӑмах вӗҫленеймерӗ, илемлӗ кӗлеткеллӗ, кӑмӑллӑ, пӑлханнипе шурса кайнӑ пӗр вун-виҫӗ ҫулхи ҫамрӑк ҫын ним каламасӑрах Марья Валериановна мӑйӗ ҫине ыткӑнчӗ те пуҫне унӑн кӑкри ҫинче пытарчӗ; Марья Валериановна унӑн ҫӳҫӗсене ачашларӗ, кулчӗ, макӑрчӗ, ӑна чуптурӗ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кунне Марья Дмитриевнӑна вӑтӑр хут тӗл пулсан та, кашнинчех: — Здравствуйте, Марья Дмитриевна! — теҫҫӗ.
Чӑмӑр Танька пӑр ирӗлтерчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик темиҫе хут та Власьевна Марья Дмитриевна пӳлӗмне кӗркеленине, Марья Дмитриевна хурал пӳртӗнчен тухкаласа кайнине уҫӑмлӑ мар кӗвӗҫӳ Чижика тертлентерет.
Марья Дмитриевнӑн вӑрттӑнлӑхӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унтан Марья Дмитриевна шкул ячӗпе Галина Владимировнӑна, Марья Петровнӑна мухтарӗ, пӗрер флакон духи парнелерӗ.
Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тепӗр кунне, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, Марья пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ икӗ чӳлмекпе Власова фабрикӑра пулчӗ, Марья хӑй сутӑ тума пасара кайрӗ.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Марья Николаевна нимӗн те каламарӗ, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл пӗрмаях малалла кайрӗ, Санин ун хыҫҫӑн пычӗ, Санинӑн тапма пӑрахнӑ чӗринче ирӗкӗн пӗр хӗлхемӗ те пулман, вӑл халь Марья Николаевна аллинче пулнӑ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫапла шутларӗ Санин ҫывӑрма выртнӑ чухне; анчах тепӗр кунне, Марья Николаевна ун алӑкне чӑпӑрккан кораллӑ авӑрӗпе пырса шаккасан, хӑй пӳлӗмӗн алӑкӗ пӑтӗнче аллине тӗттӗм-кӑвак амазонкӑн шлейфне тытнӑ, пысӑк ҫивӗтсем туса ҫивӗтленӗ пуҫӗ ҫине пӗчӗк шлепке тӑхӑннӑ, шлепкен вуальне хулпуҫҫисем ҫинелле, хыҫалалла янӑ, тутисем ҫинче, куҫӗсенче, пӗтӗм пичӗ ҫинче астаракан кулӑ вылятса тӑракан Марья Николаевнӑна курсан — ун чухне Санин мӗн шутлани ҫинчен эпир пӗлместпӗр.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Марья Николаевна лорнеткине сцена ҫинелле тытрӗ, Санин та, чылай тӗттӗм ложӑра унпа ларса, унталлах пӑхма пуҫларӗ; вӑл ирӗксӗрех ун ытарма ҫук илемлӗ ӳт-пӗвӗн ӑшшипе тутлӑ шӑршине сывласа илчӗ; ҫавӑн пекех ирӗксӗртен ҫак каҫ, уйрӑмах юлашки минутсенче, Марья Николаевна мӗн каланине хӑйӗн пуҫӗнче виҫе-виҫе пӑхрӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫур акта Марья Николаевна чӑтӑмлӑн итлесе ларчӗ, анчах пӗрремӗш еркӗн хӑйӗн хӗрарӑмӗ урӑх ҫынпа ҫӳреме пуҫланине пӗлсен (ун ҫинче «буфсемлӗ» тата плис ҫухаллӑ хӑмӑр сюртук, перламутр тӳмеллӗ йӑрӑм-йӑрӑм жилет, — симӗс панталонсем тата шурӑ сӑран перчеткесем), ҫак еркӗн чышкисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, чавсисене шӗвӗр кӗтес пек малалла туса, чӑн-чӑн йытӑ пек уласа ярсан — Марья Николаевна чӑтаймарӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Пулма пултараймасть! — терӗ те Марья Николаевна, Дöнгофа пӳрнипе юнаса — ҫавӑнтах сывпуллашма пуҫларӗ — унпа та, вӑрӑм секретарьпе те; секретарь Марья Николаевнӑна вилес пек юратса пӑрахнӑ пулас, — мӗншӗн тесен вӑл ун ҫине пӑхмассерен ҫӑварне кара-кара илет.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.