Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пахча ҫимӗҫ усрамалли нӳхреп патӗнче Юргин лейтенант Андрей Лопухова тӗл пулчӗ.У погреба для хранения овощей лейтенант Юргин встретил Андрея Лопухова.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лешӗ Юргинпа Лопухова тата Олейника, тыткӑна лекнӗ нимӗҫпе пӗрле, халех полкӑн команднӑй пунктне пыма хушрӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вера Павловна Лопухова Васильевскинче пурӑнатчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вилнӗ Дмитрий Сергеич Лопухова ҫывӑх пулни мана, эсир пачах пӗлмен, анчах сире пӗтем чунтан хисеплекен ҫынна, хӑвӑрӑн пӗлӗшӗрсен шутне, тен, кӑмӑлласах йышӑнӑр, текен шанчӑк парать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ун пек ҫынсенчен виҫӗ ҫынна илтӗм: Вера Павловнӑна, Лопухова, Кирсанова.Я взял троих таких людей: Веру Павловну, Лопухова, Кирсанова.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата ҫулӗ те ҫав тери танкӑртаттарать: Лопухова нумайӑшӗ илтӗнмест, нумайӑшне вӑл илтсе юлмалла мар хуравлать, хӑш чухне тата пачах та хуравламасть.
XXVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак сӑмахсене кӑшт улӑштарса, тӑрсан-тӑрсан темиҫе хут каланипе вӑхӑт нумай иртрӗ, вӑл вӑхӑта чӑтса ирттерме Лопухова та, Вера Павловнӑна та йывӑр пулчӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл Лопухова мухтани, Вера Павловнӑпа Лопухов телейне мухтани пулать; паллах, кӑна Мерцаловсемсӗр пуҫне урӑх никам ҫинчен шухӑшламасӑрах калама пулатчӗ, анчах вӑл Мерцаловсем ҫинчен те, унпа пӗрле Лопуховсем ҫинчен те шухӑшланӑ тесе шутлас пулсан, вара кӑна тӳрех Вера Павловна валли каланӑ тухать, мӗнле тӗллевпе каланӑ-ха ӑна?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйне ӗлӗкхинчен начартарах мар тытнӑ пулсан, ун ҫине пӑхакан куҫсем вара нумай асӑрханӑ, нимӗнле урӑх куҫсем те ун чухлӗ курма пултарайман, — ҫапла, нимӗнле урӑх куҫсем те асӑрхама пултарайман пулӗччӗ ун чухлӗ: Лопухов хӑй те, — Марья Алексевна откуп енӗпе кайма ҫуралнӑ тесе йышӑннӑскер те, — Кирсанов хӑйне хӑй питӗ ирӗк тыткаланинчен тӗлӗннӗ, Кирсанов пӗр самантлӑха та улшӑнман, Лопухова ҫак сӑнавсем хытӑ савӑнтарнӑ, наука енчен илсе пӑхсан, вӗсем ӑна ирӗксӗрех психологи тӗлӗшпе чаплӑ сӑнав пулнипе интереслентернӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кирсанов тухса кайма хатӗрленнӗ Лопухова аллинчен тытрӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫур сехете яхӑн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Кирсановпа Вера Павловна хушшинчи ӗҫсем Лопухова йӑлтах паллӑ пулчӗҫ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир халӗ Лопухова ҫителӗклех пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл ытлашши ҫемҫе кӑмӑллӑ ҫын мар, анчах арӑмӗн ҫак сӑмахӗсене илтсен, унӑн питҫӑмартийӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл, яланхи пекех, пӗрре те лӑпланман, вӑл вилес умӗн савӑнтарма пултараканнине пурнӑҫлассишӗн кӑна тытӑнса тӑнӑ; пурӑнасси нумай юлманнине вӑл хӑй те курнӑ, унӑн туйӑмӗсене палӑртса тӑраканни те ҫак шухӑш кӑна пулнӑ, анчах тухтӑр ӑна хӑйне сыхламалла-ха тесе ӗнентернӗ; Крюкова хӑйне ӗненнинчен ытларах Лопухова ӗненмеллине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн каланине итленӗ, Кирсанова шыраман.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл пӗр-икӗ уйӑх хушши ӗнтӗ Лопухова: тата мӗн чухлӗ пурӑнатӑп-ши эпӗ, тесе анратнӑ.Но уже месяца два она очень настойчиво допрашивала Лопухова, долго ли ей остается жить.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ахальтен ҫеҫ ҫапла шухӑшламасть вӑл: унпа Лопухова пӗлекен йӗркеллӗ ҫынсем пурте вӗсене иккӗшне те пӗр шая лартаҫҫӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна сӑмахӗнчен Кирсанов ҫакна асӑрхарӗ: упӑшки Вера Павловнӑна Кирсанов ухмахла хӑтланни ҫинчен каласа кӑтартман иккен, ҫавӑнпа Кирсанов Лопухова чунтан-чӗререн тав турӗ, хӑй вара, хӑйне айӑпласа, Вера Павловнӑна пӗтӗмпех каласа кӑтартма тытӑнчӗ, нимӗн те пытарса тӑмарӗ, каҫару ыйтрӗ, сывмар пулнӑ тесе каларӗ, анчах ун сӑмахӗ каллех темӗнле ӑнланмалла мар пулса тухрӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов, чылайччен ответлемесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен пакӑлтатма тытӑнчӗ, Вера Павловнӑпа Лопухова питӗ юратни, хисеплени ҫинчен каларӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир хамӑр умра ҫак типа кӗрекен икӗ ҫынна: Вера Павловнӑпа Лопухова тата вӗсем пӗр-перинпе мӗнле пурӑнма пуҫланине куртӑмӑр.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем Лопухова питӗ хисеплеҫҫӗ, ӑна Петербургри чи ӑслӑ ҫынсенчен пӗри тесе шутлаҫҫӗ, тен, вӗсем йӑнӑшмаҫҫӗ те пулӗ, вӗсем Дмитрий Сергеичпа калаҫнине хӑйсемшӗн усӑллӑ теҫҫӗ, ҫакӑ пулнӑ та ӗнтӗ вӗсемпе Лопухов хушшинчи чӑн-чӑн ҫыхӑну.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухова хытӑ вӑрҫса тӑкаҫҫӗ, вӑл хӑй икӗ хут ытларах вӑрҫса пӗтерет те Серж патне тухса каять.Лопухову наговорили грубостей, он наговорил их вдвое и отправился к Сержу.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.