Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫӑнах (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗрехмай кӗсйинчи укҫине шӑнкӑртаттарчӗ, вӗсенчен куҫӑнах кулчӗ.

А он только и знай себе в кармане монетками позвякивает да посмеивается им прямо в лицо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Михха халӑха ҫаратмаллипех ҫаратма тытӑннӑ, хӑй патӗнче ӗҫлекен бурлаксене, рабочисене ним намӑсне пӗлмесӗр куҫӑнах улталани пурне те тарӑхтарса ҫитерет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Капитан сасартӑк ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пирӗнпе куҫа куҫӑнах тӗл пулчӗ.

Капитан повернулся на каблуках и оказался прямо перед нами.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Мӗн эсир, Андрей Васильевич? — калла куҫӑнах каланӑран, яшки ҫинчен мансах, шак хытрӗ Кузьма Афанасьевич.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗн агитаторсем куҫӑнах митингсемпе собранисем ирттерсе ҫӳреҫҫӗ.

Наши агитаторы открыто проводили там собрания и митинги.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Куна Шубин куҫӑнах суять.

Это Шубин воображал.

Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Туйнипе, сиенипе ҫеҫ мар, куҫӑнах курсан кунашкаллине, вӗсемшӗн пӗтсе-ҫухалса, йӑлт тарӑхса, кӑвакарса кайрӗ Виталий.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сыпмалли-и? — хӗрӗ пирки тӗртсе куҫӑнах мӑшкӑлларӗ пулин те, тӳсрӗ Иван Гаврилович, кӑкӑртан тытса лӑскамарӗ йӗкӗте.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫӑнах ырӑ, ҫепӗҫ сӑмахсем калать.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫӑнах сӑмахпа ӗнтелет.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑна куҫӑнах курса сӑнама мана ҫак этюд уйрӑм кӑларӑмсемпе пичетленсе тухма тытӑннӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен тин хам ҫӳренӗ экскурсисенчен пӗринче тӳр килсе тухрӗ.

Только уже несколько лет спустя после того, как мой этюд стал выходить в отдельных изданиях, счастливый случай доставил мне во время одной из моих экскурсий возможность прямого наблюдения.

Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Манӑн ывӑл ҫавӑн ҫинчен мастера куҫӑнах кала та хур.

А сынишка мой возьми да и скажи это мастеру прямо в глаза.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Ӳкерчӗк кӗнекери вунӑ страница ҫинче ҫырнине куҫӑнах кӑтартса парать мана.

— Рисунок наглядно представит мне то, что в книге изложено на целых десяти страницах.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман.

Ошалелые слушатели сначала верили, разинув рты, принимали на совесть, а потом и открылось, что — враль Авдеич, каких хутор с основания своего не видывал; над ним смеялись в открытую, но он не краснел, уличенный в чудовищных своих измышлениях (а может, и краснел, да за всегдашним румянцем не разобрать), и врать не переставал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хушшинче те нимӗҫе ҫакӑн пек, ҫав тери ҫывӑхран — куҫӑнах — курнисем сахал иккен.

Среди них было мало таких, кто видел немца так близко.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫӑнах суйнине курмастӑн-и? — терӗ старик.

— Ты видишь, — подхватил старичок, — что он тебя в глаза обманывает.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней