Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кулин (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытлашши ан кулин, воевода.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ ӳппӗн-теппӗн ҫавӑтса тухнӑ Турчӑка Кулин кӑмӑлӗ те пач Хвеччисӑн кӑмӑлех мар-ха, хавасӗ-ӗренки унӑн йӑлт Иван Гавриловичпа юнашар ӗнтӗ, «ҫутти» кӗленчиллӗ сӗтел хушшинче, йӑнкӑл-янкӑл черкке умӗнче.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, ҫак ҫӑра пулман пулсан, Турчӑка Кулин пурнӑҫӗ те урӑхларах пулатчӗ лулӗ.

Да, если б не этот замок проклятый, пошла бы его, Мигулая, жизнь по-другому.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Турчӑка Кулин пурнӑҫӗнче епле-ха вара?

А что хорошего в жизни у него — Мигулая Кочергина?

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Турчӑки хӑй кайран-кайран та кӑтра пуҫлӑ ачишӗн (ара, Кулин хӑйӗн ҫӳҫӗ хӑп-хӑмӑр-ҫке) арӑмне пӗрре кӑна мар тӑкӑлтарса илнӗ-мӗн те, Хвеччисӗ вара кашни хутӗнчех упӑшкине «санӑнах» тесе ӗнентернӗ пулать.

Умаслила, убедила русоволосого своего муженька, что сынок пошел черным кудрявым волосом в прадеда ее покойного, которого Мигулай в глаза не видел.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Олеся кулать пулӗ. Кулин, култӑрах ӗнтӗ».

Олеся смеется, наверное. Что ж, пусть смеется».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Матӗрнекассинчи Ҫӗпритун Ахваниҫӗн Кулин хӗрӗ.

У Спиридонова Николая Афанасьевича из деревни Матрёнкино дочь.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней