Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: ҫак ҫӗре Ҫӳлхуҫамӑр тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне пама хушрӗ, эсир ӑна шӑпа тӑрӑх еткерлӗхе валеҫсе парӑр, 14. мӗншӗн тесессӗн Рувим йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе, Гад йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсен еткер ҫӗрне илчӗҫ: 15. икӗ йӑх тата ҫур йӑх Иордан леш енче Иерихон тӗлӗнче тухӑҫалла выртакан ҫӗре еткерлӗхе илчӗҫ, тенӗ.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗр ӗсӗклесе йӗрӗ, кашни йӑх уйрӑммӑн йӗрӗ: Давид килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Нафан килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; 13. Левий килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Симеон йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тавралӑхри йӑхсене нумай вӑхӑт хушши сехӗрлентерсе пурӑнакан, ҫамрӑк хӗрсене тӑтӑшах вӑрласа каякан пӗр-пӗр вӑйлӑ йӑха (е йӑх пуҫлӑхне) сӑпатлантарса тӑракан сӑнар та пулма пултарнӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Кӑкӑрне король йӑхӗ ватӑ йӑх иккенне пӗлтерекен кӑткӑс ӳкерчӗкпе тӗрлесе илемлетнӗ; ӑна ӗненес пулсан, Муани-Лунга королӗн йӑх тымарӗ темиҫе ӗмӗр каяллах пуҫланнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эп ахаль йӑх тавраш мар та, Пули-пулми тавраш мар, — Эп вӑрӑсен йӑхӗнчен; Эп вӑрӑсен йӑхӗнчен, Пули-пулми тавраш мар, — Князь ывӑлне саватӑп…А я роду не простого, Не простого — Воровского, Воровского — Не простого, Люблю сына князевского…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӗлӗк Чэнь йӑхӗ питӗ пуян йӑх пулнӑ, шӑп вӗсен пӳрчӗ ларакан вырӑнта тахҫан ҫав йӑхӑн склепӗ пулнӑ, унта тем чухлӗ кӗмӗл чавса хунӑ имӗш.Предки рода Чэнь, говорила та, были очень богаты, и именно из этой комнаты пошло начало их рода.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; 3. Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; 4. ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; 5. Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Несӗлӗсем Бозок йӑх пӗрлешӗвне кӗнӗ Бейдилли йӑхӗнчен тухнӑ.Предки происходят от огузского рода Бейдилли, который входил в родовой союз Бозок.
Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83
Пӗве ҫитнӗ хӗр шутне кӗрен, Хунчар йӑхӗ — пуян йӑх, э-э?..
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ман пӳлӗхӗм, пӗлтер, пӗлтер Ӑҫта ман йӑхӑн чӗр тымарӗ, Ма ӗмӗр тӑрӑх вӑл пымарӗ, Тен, йӑх пуҫлаканни Хултер?»
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Дворянсен йӑхӗ — темиҫе ӗмӗр хушши лайӑхланса пынӑ чыслӑ йӑх, ӑна ниепле вӑй та ҫӗнтерес ҫук.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пирӗн йӑх — паттӑр салтак йӑхӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Пирӗн йӑх усал йӑх мар, ҫынна кӳрентерсе пурӑнман эпир, ӗҫе кӑна вӗрентнӗ», — сӑпайлӑн каланӑ Уҫӑп Тимахвейч, хурӑнташӗсемпе сӗтел хушшинче ларнӑ чух.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӑх хушшинче Свифт Ирланди королӗсен авалхи йӑхӗнчен тухнӑ, вӑл йӑх пурӑннӑ вӑхӑтра Ирланди хӑватлӑ та ирӗклӗ пулнӑ… текен халап тухса кайнӑ.
5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӑл эпӗ епле майпа хамӑр йӑх ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ҫак чӗрчуна каласа пама пултартӑм-ха, мӗншӗн тесен ҫав чӗрчун ахаль те, эпӗ еху евӗрлине кура, этем йӑхӗ пирки килӗшӳллӗ мар шутларӗ, теме пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах Африкӑри нумай йӑхсен йӑлипе, йӑх ҫулпуҫӗ вилсенех, унти ҫынсем хӑйсен пӳрчӗсене пӑрахаҫҫӗ те урӑх ҫӗрте ҫӗнӗ тӑваҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Паллах, наукӑра «салтак-термитсем» текен паллӑ кӑткӑ йӑхӗ ӗнтӗ, — терӗ Бенедикт пичче антикӑри темле паллӑ йӑх е македонянсем ҫинчен каланӑ чухнехи пек саспа.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сивчирпе чирлеттерекен йӗпе те шӑрӑх ҫанталӑк, ку таранчченех ҫын ҫисе пурӑнакан тискер ҫынсем, йӑхпа йӑх хушшинчи вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрҫӑ, чура сутуҫисем хӑйсен йӗрӗнчӗк суту-илӗвӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлме тӑрӑшакан кашни ют ҫынна шанмасӑр пӑхни — акӑ мӗнле йывӑрлсӑхсене сирсе ямалла, мӗнле хӑрушлӑхсене ҫӗнтермелле Вӑтаҫӗр Африкӑри ҫак чи хӑрушӑ вырӑнсенчен пӗринче.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.