Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ пусма тӑрӑх атте утса анни илтӗнчӗ; йытӑ пӑхакансен пуҫлӑхӗ шӑршлакаласа чупса ҫӳрекен сунар йыттисене хӑваласа пуҫтарчӗ; сунарҫӑсем хӑйсен йыттисене йыхӑрса илчӗҫ те лашисене утланма тытӑнчӗҫ, стремяннӑй крыльца патне лаша ҫавӑтса пырса тӑратрӗ; атте йыттисем, тӗрлӗ-мерлӗ хутланкаласа ҫав лаша тавра выртнӑскерсем, тӑчӗҫ те ун патнелле ыткӑнчӗҫ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнле хӗтӗклемерӗҫ пулӗ, мӗнле тӗрткелемерӗҫ, тапаланакан йытӑ кӗлеткине хушӑкран тӗртсе кӑларма мӗнле тӑрӑшмарӗҫ пулӗ, хӑйӗн юратнӑ йыттине комиссар мӗнле ӳкӗтлемерӗ, мӗнле ачаш ятпа чӗнмерӗ, мӗн-мӗн пама пулмарӗ пулӗ, унтан кӳрентерекен сӑмахсем ҫине те куҫса пӑхрӗ: «йытӑ эс, йытӑ, киревсӗр йыт ҫури, усал чӗрчун», — ним те пулӑшмарӗ, Пират тухасшӑн пулмарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑй тавра сырӑннӑ хӑнисемпе Тимошка тата йытӑ пӑхакансем хыҫҫӑн йытӑ витисем тӑрах уткаласа ҫӳрет, хӑш-пӗр витесем умӗнче чарӑнса тӑрать, е чирлӗ йыттисен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, е кӑтартусем парса вӑл-ку ҫинчен асӑрхаттарать, е тата палланӑ йытӑсене йӑхӑрса илсе, вӗсемпе ачашшӑн калаҫать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗлетки майӗ ҫук ҫынни йытӑ будки пек туйӑнать, — йытӑ будки килкартишӗнчен тухса кайса урам тӑрӑх утса пынӑ пек, хурланнӑ йытти ун хыҫҫӑн утнӑ пек туйӑнать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йытӑ, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ вӗрсе ҫитерсен, ӑна дрессировщик курса ларакансем сисмелле мар паллӑ парать те, йытӑ вӗрме чарӑнать, курса ларакансене ҫакӑ йытӑ хӑех пӗлсе вӗрнӗн туйӑнать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тепӗр тесен, ыйткалакансене апат юлашкисене пама ыйтса мӑнастир алӑкӗ умӗнче шӑнкӑравлакан йытӑ е леш тепӗр йытӑна черетлӗн кун сиктерсе какай ӑшаламалли тимӗре ҫавӑрса тӑракан, хӑй черечӗ мар чухне ӗҫлеме килӗшмен йытӑсем пирӗн Дингӑран чылай тавҫӑруллӑрах пулӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сысна нӑррик! ҫухӑрса тарма тӑрать, анчах ик-виҫ йытӑ унӑн хӑлхисене тӑпӑлтараҫҫӗ те ӗнтӗ, хыҫалтан вӑтӑр-хӗрех йытӑ хӑвалать; ҫуйхашӑва илтсе, пӗтӗм юлхавсем вырӑнӗсенчен сике-сике тӑраҫҫӗ, йытӑсем курӑнми пуличченех пӑхса тӑраҫҫӗ ҫапла — вӗсемшӗн кулӑшла-ҫке, ҫакӑн пек шӑв-шав тухнишӗн вӗсем пит савӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӳррипе, хамӑр хушӑмӑрта каланӑ пек каласан, япала тӗлӗшӗнчен ҫынсен кӑмӑлӗ пачах вырӑнсӑр пулать, сунарҫӑ пулсан — кашкӑр тытакан йытӑ е пӳлӗмре пурӑнакан йытӑ усра, вӗсемшӗн пилӗкҫӗр тенкӗ те ан хӗрхен, пин тенкӗ пар, анчах лайӑх йытӑ пултӑр.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
«Епле! турӑ чиркӳне хисеплемелле мар-и! сирӗл, хам йӑхӗ! — тет те унтан, Кирила Петрович еннелле ҫаврӑнса: «Лайӑх-и вӑл, ваше превосходительство, йытӑ пӑхакансем йытӑсене чиркӗве илсе кӗртни! Йытӑсем чиркӳре чупса ҫӳрени Эпӗ сире вӗрентӗп ак…» — тесе хурать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр; 21. эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ; 22. сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ; 23. Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫанталӑкӗ те чисти Ҫӗпӗре ҫаврӑнса кайрӗ-и элле тата, йытӑ шӑнса вилмелле, — ҫавӑнтах хӑйӗн хӳресӗр йыттине аса илчӗ Укань.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Йытӑ шӑши иртсе кайнине те сисет, хам та ӗҫсӗр лармӑп. Хунар ҫутипе ҫӑпата тӑвас», — шутларӗ вӑл, яшка юлашкине йыттине ҫитерсе.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Заняти пӗтес умӗн ачасем «Манӑн йытӑ» пултарулӑх мастерскойӗнче «Дружок» аппликаци тунӑ, йытӑсен мӗлкисене сӑрланӑ.
Эколята - ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... em-3468890
«Тавҫӑрать ӑслӑ йытӑ килте пысӑк хуйхӑ пуласса. Ахальтен каламан ваттисем йытӑ улани пысӑк инкеке тесе», — шухӑшларӗ кӗрӗкне тӑхӑннӑ хушӑра.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
«Килте йытӑ улани ырра мар, е таҫта ҫывӑхра кӗрт йыттисем ҫӳреҫҫӗ-ши?» — шухӑшласа выртрӗ вӑл.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
«Килсӗр йытӑ» калаври йытӑ сӑнарӗ вара питӗ вӑйлӑ пулса тухнӑ», – тесе каларӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ.
Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Кайран ак хӑй ҫапла тиркешсе ҫӳренӗшӗн, киле нимӗнсӗр таврӑннӑшӑн савӑннӑ пек те пулчӗ, ҫӗнӗ йытӑ туянма шухӑш тытнӑшӑн вара мӑкӑртатса та илчӗ: «Пасартан йытӑпа таврӑнса, Бианкӑна манса каймаллаччӗ иккен-ха! Юрать-и ҫапла!» - терӗ вал.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
«И-и-и, ҫапла харампыр йытӑ тытиччен пирӗн пек тертлӗ ҫынсене кӑштах пулӑшасчӗ те ҫав, — мӑкӑртатса илнӗччӗ Атей йытӑсем ытла хамлатнипе тарӑхса.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.