Поиск
Шырав ĕçĕ:
Захар хайне ыттисемпе танлаштарни пирки Обломов тӗплӗн шухӑшласа пӑхрӗ те танлаштару мӗн таран тӗрӗссине, Захар хӑйне мӗн таран кӳрентернине ӑнланма тӑрӑшрӗ; Илья Ильич та ыттисем пекех, тесе ӑнлансах каларӗ-и Захар, хӑй мӗн каланине тавҫӑрса илчӗ-и вӑл, е ӑнсӑртран, ним шутламасӑр персе ячӗ-и?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захарӑн калама ҫук пысӑк пӗр пахалӑхне Илья Ильич пӗлнӗ ӗнтӗ — Захар ӑна чӗререн парӑнса тӑрать, ҫакна Обломов хӑнӑхнӑ, ку урӑхла пулман та, пулма та пултараймасть тесе шутланӑ; ҫак пахалӑха пӗррехинче хӑнӑхнӑскер, вӑл ӗнтӗ ҫакӑнпа киленмен, ҫав хушӑрах, хӑй нимпе интересленмен пулсан та, Захарӑн шутсӑр нумай пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене тӳсме пултарайман.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавӑнпа та Захаршӑн кӑвак сюртук хаклӑ: ҫав сюртук тата улпутӑн сӑнӗнчи, хӑтланкаларӗшӗнчи хӑйӗн ашшӗ-амӑшне аса илтерекен хӑшпӗр паллӑсем Захара иртнӗ чаплӑ пурнӑҫ мӗлки ҫинчен калаҫҫӗ; улпут курнӑҫланнӑшӑн Захар кӑмӑлсӑр мӑкӑртатать пулин те, ҫав хушӑрах ҫав курнӑҫланӑва улпут ирӗкӗ вырӑнне хурса хисеплет, ӗлӗкхи пурнӑҫӑн мӑнаҫлӑхне систернине курать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑрама хӑнӑхнӑ ҫын хӑрамалли сӑлтава яланах тупать; Якова Захар Морозовӑн тимӗр пек пуҫ шӑммийӗ хӑратма пуҫларӗ, Захар пӗчӗк патша пекех паттӑррӑн ҫӳрет, рабочисем ун хыҫҫӑн такасем овчарка хыҫҫӑн ҫӳренӗ пекех ҫӳреҫҫӗ, Митя ун тавра чакак пек вӗҫкелет.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ырӑ мар япала ку, Захар Митрич? — учитель Захар еннелле ҫаврӑнчӗ, — сысна тавраш кӗмен, пӑрлӑ ҫумӑр пулман, тулӑ пурпӗрех тӗшӗрӗлнӗ.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне ҫавнашкал шухӑша каятӑп та, шӑплӑхра вӑл: «Захар! Захар!» тесе кӑшкӑрнӑнах туйӑнать.Этак-то иногда задумаюсь, притихнет все, и почудится, как будто кличет: «Захар! Захар!»
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗмре шӑпӑр, хӑмасем, икӗ кирпӗч, пичке тӗпӗ тата икӗ пуленкке пирки каласан, Захар хуҫалӑхӗнче вӗсем питӗ кирлӗ, мӗншӗнне — каламасть; малалла, тусанпа эрешменсем ӑна чӑрмантармаҫҫӗ; пӗр сӑмахпа каласан, Захар хӗрарӑмсем патне кухньӑна сӑмсине чикмест, апла пулсан, хӑйне чӑрмантаракансене те кӑмӑлламасть вӑл.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫӳхе кӗпе-йӗм тӑхӑнать, кулленех ӑна улӑштарать, тутлӑ супӑньпе ҫӑвӑнать, чӗрнисене тасатать — вӑл йӑлт ҫав тери лайӑх, ҫав тери таса, ним тумасан та пултарать, ним те тумасть те, уншӑн урӑххисем ӗҫлеҫҫӗ: унӑн Захар пур, тата виҫҫӗр Захар пур!..
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— О, Захар, Захар!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пулас туй ҫинчен Захара хӑй пӗлтерме шутланӑччӗ, вара Захар савӑннипе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ, унӑн урисем умне ӳкӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна хӑй те кухньӑра питӗ вӑрт-варт ӗҫлет, Акулина чӑртмаххӑн ҫаврӑнкаланине вӑл кӑйкӑр кайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗпе тӳрех асӑрхать; кӑмакаран апат кӑларма, ӑшӑтмашкӑн лартма, тӑварлама кӑшкӑрса хушать; пасарта вӑл пӗрре пӑхсах е кӑшт пӳрнепе тӗртсе пӑхсах чӑх миҫе уйӑхрине, пулӑ мӗнлине, петрушкӑпа салат ҫулҫисене йӑран ҫинчен хӑҫан татнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлет; — ҫавна кура вара Анисья та Агафья Матвеевнӑна хисеплеме пуҫларӗ, вӑл ӑна пӗрремӗш хут курсанах унран тӗлӗнчӗ те, кӑштах шикленчӗ те, хӑй пирки вара ҫапла шутларӗ: текех эпӗ Обломов кухнинче ӗҫлеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, халиччен эпӗ васкаса чупкалани Захар ӳкернӗ турилккене е стакана ярса илме ҫеҫ кирлӗччӗ; Захар мана пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хытӑ кӗвӗҫетчӗ те хӑйӗн тӳрккес мӑнкӑмӑллӑхӗпе тарӑхтаратчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Захар, Захар!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар алӑк уҫма тытӑнчӗ, Анисья вара ун патнех ҫывхарнӑччӗ ӗнтӗ, анчах Захар ун ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ.Захар стал отпирать ей дверь, а Анисья подошла было к ней, но Захар яростно взглянул на нее.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Захар!» — Захара хаяррӑн кӑшкӑрасшӑн пулчӗ Обломов.«Захар!» — шевельнулось у него в горле яростное воззвание к Захару.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захара пулӑшкаласа, пӳлӗмсенче те тасарах тытма пуҫларӗ; пӗтӗмӗшпе илсен, упӑшкин хӑшпӗр ӗҫӗсене вӑл ирӗккӗнех хӑй ҫине илчӗ, хӑшпӗр ӗҫне Захар ирӗксӗрлесе хушнӑран ҫеҫ тукаларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар — нумайччен кӑшкӑрчӗ вӑл, мӗншӗн тесен Захар пралукалла тухакан хапха умӗнче кучерсемпе ларнӑ-мӗн.Захар! — долго кричал он, потому что Захар сидел с кучерами у ворот, обращенных в переулок.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мур патне кай! — хаяррӑн каларӗ Обломов, унтан Захар аллинчи щеткӑна ҫапса ӳкерчӗ, Захар вара турине хӑех урайне пӑрахрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956